Бах Иоганн Себастьян

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иоганн Себастьян Бах, Элиас Готтлоб Хауссманн ӳкернĕ сăнӳкерчĕк, 1748

Бах Иоганн Себастьян (Johann Sebastian Bach), — нимĕç паллă кĕвĕ çыравçи, органист, бaрокко стилĕн представителĕ. 1685 çулхи пуш уйăхĕн 21 (кивĕ стиль тăрăх) Эйзенах хулинче çуралнă. 1750 çулхи утă уйăхĕн 28 Лейпциг хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иоганн Себастьян Бах Иоганн Амвроси Бах скрипач çемьинче ултăмĕш ачи пулнă. Скрипач çемьинче çурални унăн малашлăх мĕнле пуласси тӳрех паллă пулнă. Тюринг тăвĕсем хушшинче пурăннă Бах çемьинче пурте кĕвĕпе çыхăннă пулнă. XVI ĕмĕртен пуçласа çемьере флейтист, трубач, органист, скрипач, капельмейстер ĕçне нумайăшĕ суйласа илнĕ. Вĕсен кĕвĕ пултарулăхĕ пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пынă. Иоганна пилĕк çул çитсен ашшĕ ăна скрипка парнеленĕ. Иоганн вăл кĕвĕ инструменчĕ çинче хăвăрт выляма вĕреннĕ, скрипка çинче выляси ăна питĕ кăмăла кайнă.

Иоганн Себастьян тăхăр çула çитсен унăн амăшĕ вилнĕ. Тепĕр çултан вара — ашшĕ. Пĕчĕк ачан ачалăхĕ пĕтнĕ, ăна усрама аслă шăллĕ хăй патне илнĕ. Аслă шăллĕ юнашар хулара органист пулса ĕçленĕ те, çавăнпа та вăл ачана орган тата клавир çинче выляма вĕрентнĕ, гимназине вĕренме янă.

15 çулта Бах Люнеберг хулине куçнă. Кунта вăл 1700-1703 çулсенче чиркӳ юрăçисен шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕреннĕ вăхăтра вăл хăй вăхăтĕнчи паллă кĕвĕçсемпе паллашмашкăн Гамбург, Целле тата Любек хулисене çитсе килнĕ. Çак çулсенчех органпа клавир валли вăл хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене çырнă.

Вĕренсе тухнă хыççăн ĕç шырама пикеннĕ. 1703-1708 çулсенче вăл Веймартра, Арнштадра, Мюльхаузенра службăра тăнă. 1707 çулта Мария Барбара Бах хăйĕн куçинине качча илнĕ. Ку вăхăтра вăл «Каприччо на отъезд возлюбленного брата» çырнă. 1708 çулта Веймарский герцог патĕнче музыкант вырăнне илнĕ хыççăн вăл Веймара куçнă. Унта 9 çул иртернĕ, нумай кĕвĕ çырнă.

1717 çулта Анхальт-Кетенский Леопольд герцог ăна хăй патне чĕнет. Иоганн Себастьян килĕшет те Кетен хулине куçать. Ку тапхăр кĕвĕçĕ пурнăçĕнче питĕ савăнăçлă иртнĕ. Герцог хăй юрă-кĕвĕ юратнă пирки Баха питĕ хакланă, кĕвĕ çырма чăрмантарман, хăйĕнпе пĕрле çулçӳревсене илсе çӳренĕ. Катенра Бах виçĕ соната, скрипкăн соло валли виçĕ партита, виолончель соли валли ултă сюита, клавир валли Акăлчан тата Француз сюитисене, оркестр валли ултă Бранденберг концертне çырнă.

1720 çулта унăн арăмĕ вилнĕ те тăватă пĕчĕк ачине тăлăххăн хăварнă. 1721 çулта Бах иккĕмĕш хучĕнче Анна Магдалена Вилькена кача илнĕ.

1740 çулсен вĕçĕсенче Бах сывлăхĕ япăхланнă. Куçĕсем унăн япăх курма пуçланă. Икĕ оперци иртернĕ, анчах та операцисем ăнăçлă иртмен пирки Бах суккăр пулса тăнă. Вилес умĕн вăл курма пуçланă, анчах та ун хыççăн вунă кунран вилсе кайнă.

Вăл вилнĕ хыççăн унăн пултарулăхĕ çинчен манса кайма пуçланă. 1829 çулта Берлинта «Страсти по Матфею» мессине вылянă хыççăн Бах пултарулăхĕпе çĕнĕрен кăсăкланма пуçланă. 1850 çулта «Бах пĕрлешĕвĕ» туса хунă. Вăл пĕрлешĕв Бах çырнă кĕввисене пуçтарса пичĕтлес тĕллев лартнă. Çур ĕмĕр хушшинче 46 том пичĕтленĕ.