Виолончель

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
виолончель

Виолонче́ль (Violoncello, кĕскен Cello) — 4 хĕлĕхлĕ сĕркĕчлĕ хатĕр. Янăравĕн çӳллĕшĕпе альтпа контрабас хушшинче; альтран пысăкрах. Вăл авалхи виола (итал. viola da Gamba) хатĕрне улăштарнă.

Йĕркелехĕ альтăн пекех, анчах та октави хулăмрах. Сасăн тулăвĕ çав тери мăнă, виçĕ те çурă октавă. Бас нотисене fa уççипе, çинçерех нотăсене — тенор тата sol уççипе çыраççĕ. Виолончель — соло кĕввисенче те, оркестăрта та мăнаçлă пархатарлă кĕвĕ хатĕрĕ шутланать. Оркестăр тата камера кĕввисенче виолончель хăйĕн хевтелĕхĕпе икĕ çĕр çул тăршшĕпех ĕнтĕ сĕрме инструмент ушкăнĕнче сĕрме купăса çеç мала ярать.

Виолончеле вертикаль майĕпе йĕпĕпе урай çине тăрăтарса лартаççĕ. Выляканĕ пукан çинче ларса, инструмента чĕркуççисем хушшинче тытать.

Чи малтанах, XVI ĕмĕрте, вăл ансамбль инструменчĕ кăна шутланнă, хальхи калăпăшĕнчен пысăкрах та вырăнлă мар та пулнă. Хăй тĕллĕн кĕвĕ выляс тапхăрĕ çак инструментăн XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче тапранать, виолончель сассине Доменико Габриели (1659-1690) хайĕн сонатисемпе пьесăсине кĕртнĕ, кайран И.С.Бахăн тата малашнехи кĕвĕçсен ĕçĕсенче палăрса пынă. XVIII ĕмĕрте виолончель паянкунхи виçеллĕ (ун чухнех тата пĕчĕкрех тĕрлĕ тĕсĕсем ăсталанаççĕ – каярах вĕсем усăллăхара тухса ӳкеççĕ) пулса тăрать.

Паллă виолончель выляв ăстисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]