Контент патне куҫ

Баянов Ильмир Масуилович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ильмир Масуилович Баянов
Çуралнă вăхăт: 1966, кăрлач, 1
Çуралнă вырăн: Чекмагуш, ПАССР
Патшалăх:

СССР
РФ

Ăслăх сфери: физика
Ĕç вырăнĕ:

Бирскри патшалăх социаллă педагогика академийĕ

А.Н.Туполев ячĕллĕ ХНТТУ-ХАИ
Ostfalia University of Applied Sciences
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (2007)
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ физика факультечĕ (1989)
Ăслăх ертӳçи: В. М. Гордиенко 
В. Ш. Шагапов

Ильми́р Масуи́лович Бая́нов (1.1.1966, Чекмагуш, ПАССР) — раççей физикĕ, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор Хусанти авиаци университечĕн профессорĕ, лазер физики, нумай фазăллă юхăмсен механики, электрохими облаçĕсенчи специалист.

1966 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Пушкăрт АССР-не кĕрекен Чекмагуш районĕнчи Чекмагуш ялĕнче çуралнă.

1983 çулта Чекмагушри 1 №-лĕ шкултан вăтам пĕлӳ илнĕ[1].

1989 çулта МПУ физика факультетĕнче вĕренсе тухнă[2].

«Генерация и усиление фемтосекундных широко перестраиваемых импульсов сверхсильного светового поля» темăпа диссертацие хӳтĕлесе физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ пулма тивĕçнĕ (1992)[3].

1995 çулта Бирскри педагогика институтĕнче пĕрлехи физика кафедрин ертӳçи пулма шаннă.

1997 çулта доцент хисепне тивĕçнĕ.

2007 çулта «Динамика многофазных выбросов в приземном слое атмосферы» темăпа тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ.

2007 - 2009 çулсенче Пушкăрт патшалăх университечĕн Бирскри филиаленче Физика тата çĕр майлаштару кафедрине ертсе пынă[4].

2009 çулта Ильмир Масуиловича А.Н.Туполев ячĕллĕ ХНТТУ-ХАИ теплотехникăн теориллĕ никĕсĕсен кафедрин профессорĕ пулма чĕннĕ.

  • Тĕнчери ăслăх фондчĕн премийĕ (1993),
  • РĂА çамрăк ăсчахсен стипендиачĕ (1997).
  • Bayanov I.M., Gordienko V.M., Zvereva M.G., Magnitskiĭ S.A., Tarasevich A.P. Highly stable picosecond YAG:Nd3+ laser with a negative feedback // Soviet Journal of Quantum Electronics. — 1989. — В. Soviet Journal of Quantum Electronics. — Т. 19.
  • Bayanov I.M., Danielius R., Heinz P., Seilmeier A. Intense Subpicosecond Pulses Tunable Between 4 μM and 20 μM Generated by an All-Solid-State Laser System // Optics Communications. — 1994. — Т. 113. — № 1-3.
  • Cloud Formation / Bayanov Ilmir Masuilovich. — New York, United States: Nova Science Publishers Inc, 2011. — ISBN 9781612095271
  • Bayanov I. M., Vanhaelst R. The Numerical Simulation of Vanadium Rerox Flow Batteries // Journal of Mathematical Chemistry. — 2011. — Т. 49. — № 9.
  • Rudolph S., Bayanov I. M., Schröder U. On-line Controlled State Of Charge Rebalancing In Vanadium Redox Flow Battery // Journal of Electroanalytical Chemistry. — 2013. — Т. 703.
  • И. М. Баянов, И. К. Гималтдинов Ученый и гражданин // Tatarica. — 2014. — № 2.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]