Пушкăрт Республики
| |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Ӗпхӳ | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
29 143 600 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
8 4 102 900 патнелле (2002) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Атăлçи федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Урал | ||||
Регион номерĕ | |||||
Патшалăх чĕлхисем | пушкăрт, вырăс | ||||
Республика пуçлăхĕ | Радий Сабиров | ||||
Патшалăх Канашĕн председателĕ | Константин Толкачёв | ||||
Гимн | Пушкăрт Республики гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ UTC+3 |

Пушкăрт Республики, е Пушкӑртӑстан (пушк. Башҡортостан Республикаһы), — Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераци тăрăхне кĕрекен Республика.
Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск,
Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.
Тĕп хула — Ӗпхӳ.
Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăрт чĕлхи, вырăс чĕлхи.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Республика Кăнтăр Уралăн хăяккинче тата Уралумĕнче вырнаçнă. Пушкăртстанăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Ямантау (1640 метр) тăвĕ. Республика çурçĕртен кăнтăралла — 550 км, анăçран тухăçалла — 430 км тăсăлать.
Пысăк юханшывсем: Шур Атăл) (1430 км) тата унăн юпписем Нугуш (235 км), Сим (239 км), Ӗпхӳ) (918 км), Дёма (556 км), çаплах Сакмара (760 км), Урал тата Ик (571 км).
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Усăллă минералсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Республикăра нефть управĕсем (Арлан тата Чекмагуш, Ишимбай, Туймаçи, Шкап тата ур.), çутçанталăк газĕ (Кумертау, Янаул тата ур., хакласа хунă янтти 300 млрд м³ ытла).
Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳсентăран тĕнчи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чĕрчун тĕнчи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пурăнан халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2001 çулхи халăх çыравĕпе Пушкăрт Республикинче пурĕпе 4102.9 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 36 % — вырăссем, 30 % — пушкăртсем, 24 % — тутарсем, 2,8 % — чăвашсем, 2,6 % — марисем, 1,3 % — украинсем, нимĕçсем. Пĕтĕм çынсем вырăсла пĕлеççĕ, 30% - тутарла, пушкăртла çав енченех илсессĕн 20% анчах пĕлеççĕ.
Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пĕтĕм Раççейре халăха çырнипе (2002), республикăра пурăнакан халăх çакăн пек вырнаçнă:
Халăх | Йышĕ 2002 çулта, % |
---|---|
Вырăссем | 36,3 % |
Пушкăртсем | 29,76 % |
Тутарсем | 24,14 % |
Чăвашсем | 2,86 % |
Марисем | 2,6 % |
Украинсем | 1,3 % |
Мордвасем | 0,6 % |
Удмуртсем | 0,6 % |
Беларуссем | 0,4 % |
Пушкăртăстанра пурĕ 100 ытла наци пурăнать .
96,4 % халăхĕ вырăсла калаçать, пушкăртла 25,8 %, тутарла 34,0 % пуплеме пултарать.
Çулсем | Пурĕпе | Пушкăртсем | Вырăссем | Тутарсем | Чăвашсем | Марисем | Украинсем | Мордвасем | Удмуртсем | Белоруссем |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
1897 ç. (нарăс, 9) | 1 991 438 | |||||||||
1926 ç. (раштав, 17) | 2 665 836 | 625 845 | 1 064 707 | 621 121 | 84 886 | 79 298 | 76 710 | 49 813 | 23 256 | 18 281 |
1939 ç. (кăрлач, 17) | 3 158 969 | 671 188 | 1 281 347 | 777 230 | 106 892 | 90 163 | 92 289 | 57 826 | 25 103 | 23 761 |
1959 ç. (кăрлач, 15) | 3 336 289 | 737 711 | 1 418 147 | 768 566 | 109 970 | 93 902 | 83 594 | 43 582 | 25 388 | 20 792 |
1970 ç. (кăрлач, 15) | 3 814 926 | 892 248 | 1 546 304 | 944 505 | 126 638 | 109 638 | 76 005 | 40 745 | 27 918 | 17 985 |
1979 ç. (кăрлач , 17) | 3 844 280 | 935 880 | 1 547 893 | 940 436 | 122 344 | 106 793 | 75 571 | 35 900 | 25 906 | 17 393 |
1989 г. (кăрлач, 12) | 3 943 113 | 863 808 | 1 548 291 | 1 120 702 | 118 509 | 105 768 | 74 990 | 31 923 | 23 696 | 17 038 |
2002 ç. (юпа, 9) | 4 104 336 | 1 221 302 | 1 490 715 | 990 702 | 117 317 | 105 829 | 55 249 | 26 020 | 22 625 | 17 117 |
Пурăнан вырансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
10 пин çын ытла йышлă пурăну вырăнĕсем 2008 çулхи кăрлач, 1 тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Пушкăрт республикинчи чăвашсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2002 çулхи Раççей халăх çыравĕпе Пушкăртстанра 117 317 чăваш пурăнать. 4 чăваш этеплĕх пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăвшла виçĕ хаçат тухать: Пелепей районĕнчи «Урал сасси», Пишпӳлек районĕнчи «Çутă çул», Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçатсем. Инçекуравра икĕ чăвашла кăларăмĕ пур: Пушкăртстанăн 1-мĕш радиоканалĕнчи çирĕм минутлă «Аван-и» тата Пушкăртстанăн 2-мĕш телеканалĕнчи Ентешсем çирĕм пилĕк минутлă кăларăмĕсем. Иккĕшĕ уйăхра икĕ хут тухаççĕ. 38 шкулта чăваш чĕлхипе вĕренме май пур. 77 шкулта чăваш чĕлхи предмет пек вĕрентеççĕ. Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ, Ӗпхӳре чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлет[1].
Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чукун çулпа Ӗпхӳ Самарпа, Челепипе тата ытти хуласемпе çыхăннă. Карапсем ишме юрăхлă юханшывсем: Шур Атăл тата Ӗпхӳ.
Çавăн пекех распублика тăрăх пăрăх транспортне вырнаçтарнă.
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Савкилта, — XVIII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ.
- Иванов Константин Васильевич (1890-1915) — чăваш сăвăçĕ, "Нарспи" поэма авторĕ, чăваш литературин классикĕ.
- Яков Ухсай (1911-1986) — чăваш сăвăçи.
- Павлов Николай Спиридонович (1922-1978) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ӗпхӳ кĕпĕрни
- Ăренпур кĕпĕрни
- Кĕçĕн Пушкăртстан
- Пушкăрт АССР
- Пушкăртстан конституцийĕ
- Пушкăртстан Республикин курултайĕ
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Асфандияров А. З. Башкирия после вхождения в состав России (вторая половина XVI — первая половина XIX в). — Уфа: Китап, 2006. – 504 с.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Пушкăртстан чăвашĕсем cap.ru порталĕнчи хыпарлăхĕ, вырăсла.
- Пушкăртстан чăвашĕсем Архивленĕ 20 Раштав уйӑхӗн 2007 çулта. Йешлек порталĕнчи хыпарĕсем.
- Пушкăртстан Республикин официаллă хыпар порталĕ Архивленĕ 22 Утӑ уйӑхӗн 2011 çулта.
- Официальный справочник "Кто есть кто в Республике Башкортостан" с картой и руководством всех районов Архивленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2008 çулта.
- Пушкăртстан "Вся Россия" хыпар-каталогĕнче Архивленĕ 2 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- Пушкăртстан кĕске энциклопедийĕ Архивленĕ 7 Юпа уйӑхӗн 2007 çулта.
- Пушкăртсан Республикин Хĕрлĕ Кĕнеки Архивленĕ 12 Чӳк уйӑхӗн 2016 çулта.
- Официальный сайт празднования 450-летия добровольного вхождения Башкортостана в состав России Архивленĕ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009 çулта.
- Вырăссем Пушкăртстанра Архивленĕ 19 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.
Раççей Федерацин Атăл федераци тăрăхĕ | ||
---|---|---|
![]() |
Ку Пушкăртстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |