Борисов Геннадий Владимирович
Геннадий Борисов | |
Çуралнă чухнехи ят | Геннадий Владимирович Борисов |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1962 |
Çуралнă вырăн | Краматорск, Украина ССР |
Гражданлăх | ССРП Украина РФ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
|
Арăмӗ | Надежда Борисова |
Чыславсемпе парнесем |
Геннадий Владимирович Борисов (1962, Краматорск, Украина ССР çур.) — телескопсен конструкторĕ, Крымра пурăнакан украин, раççей хăй тĕллĕ ĕçлекен астрономĕ. Пĕрремĕш паллă, халĕ 2I/Borisov ят панă çăлтăрсем хушшинче çӳрекен кометăна, уçнă.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Краматорск хулинче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех астрономи кĕтесне çӳренĕ. 1989 çулта МПУ физика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ[2]. Крым лабораторинче инженер вырăнĕнче ĕçлет.
Борисов ĕçрен пушаннă вăхăтра астрономипе Крым çурутравĕнче Научный поçолăкĕнче хăйĕн MARGO обсерваторинче тăрмашать. 2013 - 2017 çулсенче вăл 7 комета[3] тата темиçе Çĕр таврашĕнчи объект, вĕсен хушшинче 2013 TV135[4], шыраса тупнă. Çак объектсене Борисов хăйех шутласа хатĕрленĕ телескопсемпе — GENON (2 кометă) тата GENON Max (5 кометă) — çĕрлехи тӳпене сăнаса тупнă[5]. Борисов 2014 çулта C/2013 N4 тата C/2013 V2 кометăсене Эдгар Уилсонăн 2 чыславне тивĕçнĕ[6].
2019 çулăн пуçламăшĕнче Геннадий Борисов хăйне валли çĕнĕрен 0,65-метр диаметрлă телескоп туса хатĕрленĕ[7][8]. 2019 çулта çурлан 30-мĕшĕнче, çак телескопа тӳпене тĕллесе çăлтăрсем хушшинчи 2I/Borisov кометăна пĕрремĕш уçнă, вăл Хĕвел системинчи иккĕмĕш çăлтăрсем хушшинчи объект шутланать[9].
Геннадий Борисов 2I/Borisov кометăна тупса уçнине[10] Клайд Томбо Плутона уçнипе танлаштараççĕ[5]. Томбо астроном-профессионал пулман, çаплах хăйех телескопсене ăсталанă, çапах та Плутона вăл хăйĕн телескопĕпе мар, Лоуэллри обсерваторинчи астрографпа усă курса тупнă.
Тупса уçнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Геннадий Борисов 8 кометăна тупса уçнă:
- 08.07.2013 — вăрăм тапхăрлă C/2013 N4 (Borisov);
- 06.11.2013 — гиперболаллă C/2013 V2 (Borisov),
- 22.08.2014 — C/2014 Q3 (Borisov),
- 05.09.2014 — парабола-çумлă C/2014 R1 (Borisov),
- 23.02.2015 — вăрăм тапхăрлă C/2015 D4 (Borisov),
- 11.09.2016 — вăрăм тапхăрлă C/2016 R3 (Borisov),
- 01.03.2017 — гиперболаллă C/2017 E1 (Borisov),
- 30.08.2019 — гиперболаллă çăлтăрсем хушшинчи 2I/Borisov.
Çаплах 2013 TV135 астероида уçнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Комментарисем
- Çăлкуçсем
- ^ http://www.pereplet.ru/avtori/borisov.html
- ^ Геннадий Борисов
- ^ JPL Small-Body Database Browser
- ^ King Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2019.
- ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокFontanka
не указан текст - ^ The Edgar Wilson Award Recipients. Тĕрĕсленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2019.
- ^ Крымский астроном рассказал, как открыл первую межзвездную комету. Gazeta.Ru (12 September 2019). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2019.
- ^ King Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2019.
- ^ Agle Newly Discovered Comet Is Likely Interstellar Visitor (12 September 2019). Тĕрĕсленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2019.
- ^ The Edgar Wilson Award Recipients.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Краматорскра çуралнисем
- МПУ физика факультетĕнче вĕренсе тухнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Википедия:Статьи с изображениями: заполнить свойство P373 в Викиданных
- Кометăсене пĕрремĕш уçакансем
- Пайăр çынсем:Крым
- Астрономсем, алфавитпа
- Раççей астрономĕсем
- Украина астрономĕсем