Контент патне куҫ

Бродский Иосиф Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иосиф Александрович Бродский
Жанр: сăвă, эссе
Ĕçсен чĕлхи: вырӑсл, акӑлчан
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.
Joseph Brodsky (1988)

Иосиф Александрович Бродский (1940 ҫулхи 24 ҫу, Ленинград, СССР — 1996 ҫулхи 28 кӑрлач, Бруклин, Нью-Йорк, США; Венецири Сан-Микеле масарӗнче пытарнӑ) — вырӑс тата америка сӑвӑҫи, эссеисчӗ, драматургӗ, кӳҫаруҫи, литературари 1987 ҫулхи Нобель парнин лауреачӗ, АПШ 1991—1992 ҫҫ. сӑвӑҫ-лауреачӗ. Сӑввисене ытларах вырӑсла, эссесене — акӑлчанла ҫырнӑ. Санкт-Петербургӑн Хисеплӗ гражданинӗ (1995).Биографи

Иосиф Бродский 1940 çулта çăвăн 24-мӗшӗнче Ленинградра еврейсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, ССРП ТÇФ 3-мӗш рангри капитанĕ, Александр Иванович Бродский (1903-1984), ҫарти фотокорреспондент пулнӑ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыҫҫӑн Тинӗс Ҫар музейӗн фотолабораторине ӗҫе кӗнӗ. 1950 ҫулта демобилизациленсен, Ленинградри хаҫатсенче фотограф тата журналист вырăнĕнче ӗҫленӗ. Амӑшӗ, Мария Моисей Вольперт (1905-1983) бухгалтеринче ӗҫленӗ. Амăшĕенчен аккăшӗ тӑван аппӑшӗ — Ленинградри Мăн театрĕн тата В.Ф. Комиссаржевская ячĕллĕ театрĕн актриси — Дора Моисеевна Вольперт[1].

Ачаранах Иосиф вӑрҫӑ, блокада йывăрлăхне тӳснĕ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ашшӗсӗр чухăн пурăннă. Блокадӑра хĕл каçнă хыççăн 1942 ҫулта Мария Моисеевна Иосифпа Череповеца эвакуацие кайнӑ та Ленинграда 1944 ҫулта таврӑннӑ. 1947 ҫулта Кирочная урамӗнчи 8-мĕш çуртра вырнаçнă 203 № -лӗ шкула кайнӑ. 1950 ҫулта Моховая урамĕнчи 196 № — лӗ шкула, унтан, 1953 ҫулта, Соляной тăкăрлăкĕнчи 181 № -лӗ шкула куҫнӑ, тепӗр ҫулта вара, иккӗмӗш çула юлсан, Тавра каналти 276 №-лӗ шкулта 7-мӗш класа çити вӗреннӗ.

Бродскин эстетика шухӑшӗсем 1940-1950 ҫулсенче Ленинградра йӗркеленнӗ. Вăрçă вăхăтĕнче бомбăсем пăрахнипе, артиллери пенипе питĕ арканнă çĕнĕ классика архитектури, хула айăккинчи вĕçĕмсĕр перспектива унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗнче тарăн йĕр хăварнă асилӳсем унӑн пултарулӑхӗнче çие тухаççĕ.

  • Berlina, Alexandra. Brodsky Translating Brodsky. NY: Bloomsbury, 2014.
  • Казак В. Лексикон русской литературы XX века = Lexikon der russischen Literatur ab 1917 / [пер. с нем.]. — М. : РИК «Культура», 1996. — XVIII, 491, [1] с. — 5000 экз. — ISBN 5-8334-0019-8.
  • Крепс М. О поэзии Иосифа Бродского. Ann Arbor: Ardis, 1984. — 2-е изд. — СПб.: Издательство журнала «Звезда», 2007.
  • Баткин Л. Тридцать третья буква: Заметки читателя на полях стихов Иосифа Бродского. — М.: РГГУ, 1997.
  • Mikhail Lemkhin. Joseph Brodsky, Leningrad: Fragments. — NY: Farrar, Straus and Giroux, 1998.
  • Белый А. А. «Плохая физика» Иосифа Бродского // Нева. — 2007. — № 5. — С. 190.
  • Волков С. Диалоги с Иосифом Бродским. — М.: Независимая газета, 1998; 2000 . — 328 с., ил. ISBN 5-86712-049-X (Серия «Литературные биографии»); М.: Эксмо, 2006 — 640 с. — ISBN 978-5-699-08032-8, ISBN 5-699-08032-5; М.: Эксмо, 2012, ISBN 978-5-699-53177-6

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]