Контент патне куҫ

Сăвă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сăвă (грек η στίχος — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă ритмпа палăрса тăракан текст. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле палăртавра (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас ăслайсем кашни чĕлхерех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах чăваш сăвви пирки каланă.

Асăннă сăмахăн урăхларах пĕлтерĕш те пур: сăвăлла çырнă кĕске литература хайлавне çапла калаççĕ. Вырăсластихотворение.

Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен ăнлав та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, прозăлла çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, вырăс литературинчи Максим Горький çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать. Ун пек прозăлла сăвăсене Иван Юркин "тăсса çырнă такмак" тенĕ[1].

Ирĕклĕ сăвă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ритмăн пĕртен-пĕр палăрăмĕпе — текст йĕркесем çине пайланнипе çеç — палăрса тăракан сăвă. Урăхла ăна верлибр теççĕ. Петĕр Яккусен, поэт тата чĕлхеçĕ, чăваш ирĕклĕ сăввисене, вĕсен генезисне кура, икĕ пысăк ушкăна уйăрма сĕннĕ: верлибр I (фольклортан аталанаканнисем) тата верлибр II (Европа традицийĕсенчен тухса пыраканнисем)[2].

Сăвă йĕркисенче сыпăксен шучĕ тан пулнипе уйрăлса тăрать. Изосиллабизм теççĕ çакна. Сыпăксен шутне размер теççĕ. Ритм ытти енсемпе йĕркелленисем çук. Вăл шутра — пусăмсем тĕлĕшпе те. Пусăмсем вăйсăр е пĕлтерĕшлех мар чĕлхесенче сарăлнă ку меслет. Сăмахран, чăваш чĕлхинче те Çеçпĕл Мишшиччен пусăмсен çирĕп йĕркисем пулман.

Вырăс поэзийĕнчи силлабика тапхăрне (XVIII ĕмĕр умĕн) Б.В.Томашевский ак çапла ăнлантарнă: сăвă çыракансем ытларах тĕн çыннисем пулнăран, вĕсем пуплеве тăсса, "юрласарах" калама хăнăхнă — кĕлĕри пек. Çавна кура пусăмсăр тата пусăмлă сыпăксен уйрăмлăхĕсем хăлхана питех кĕмен[3].

Калас пулать, сăввăн хальхи вăхăтри теорийĕсенче «пусăм» тенинчен май килнĕ таран пăрăнма тăрăшаççĕ. Ку çут тĕнчери чĕлхесенче пусăм çуккине пĕлтермест. Пусăмĕ пур-ха вăл. Декламациленĕ чухне уçă сасăсен интенсивлăхĕнчен килекенсер. Анчах та унăн шайĕ икĕ пĕрчĕрен (пусăмлă тата пусăмсăр тенисенчен) çеç мар тăрать тата вăл сăвва вулакан валли ятарласа палăртнă сулăмран та килет темелле. Çавна май тарăнрах тата анлăрах икт терминпа усă кураççĕ.

Çеçпĕл Мишши (1899-1922), чăваш сăвăçыравĕн теориçи тата практикĕ

Сăввăн кашни йĕркин шалти çемми (шалти ритмĕ) пулсан çапла калаççĕ. Паллах, кунта чăн малтан пусăмсем пирки сăмах пырать. Шалти йĕркен уйрăм пĕрчине, — енчен те вĕсем пурте пĕр пек пулсан, — метр е карт (вырăсла — "стопа") теççĕ. Пĕрчĕсем пĕр пек пулмасан апла каламаççĕ. Сăввине хăйне те "метрикăлла" теессинчен пăрăнаççĕ. Сăввăн кун пек виçине силлабо-тоника тени те пулать. Мĕншĕн тесен ытларах чухне сыпăксен тата пусăмсен шучĕ пĕр пек. Анчах вырăс чĕлхинче "вольные стихи" терминпа палăртакан сикчевлĕ сăвăсенче изосиллабизм тата изотонизм çук. Çакна шута илсен, метрикăлла сăвă тени чылай ăнăçлăрах.

Метрикăллă сăввăн тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метрикăлла сăввăн пĕр тĕсне çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ: вăл — сикчевлĕ сăвă. Асăннă меслетпе сăвăçсем юптарусене çырма килĕштереççĕ.

Колхозăн пулă пĕвинчен
Çу каçиччен
Хуралçă Йытă йăтрĕ пулă,
Вăл пулчĕ муллă.[4]

Сăвăри сыпăксен шучĕ кашни йĕркере тĕрлĕрен кунта: 8, 4, 9, 5. Çав вăхăтрах икĕ сыпăклă виçесенчен пĕрин — хорейĕн — сулăмĕ пурри те курăнса тăрать. Тепĕр çакăн пек виçеямб.

Виçĕ сыпăклă метрикăллă сăвă виçисем: амфибрахий, анапест, дактиль. Тăватă сыпăклă сăвă виçисем те пулаççĕ (пеонсем).

Сăвă терминĕсенчен ытларахăшĕ Антика тĕнчинче — Авалхи Грецире тата Авалхи Римра çуралнă. Лере вара сăвă ăслайĕ пусăмлăх тата пусăмсăрлăх çинче мар, урăхларах япаласем çинче никĕсленнĕ. Эппин унти ăслайсем çинчен яланах уйраммăн, ытти чĕлхесемпе (сăмахран, чăваш чĕлхипе, пăтраштармасăр калаçмалла. Унтан та ытларах, ку шухăш çак статья витĕр хĕрлĕ йĕр пек иртмелле. Пĕр самант та çавна манмалла мар.

Геннадий Айхи çырнă "Тепĕр юрă" сăвă йĕркисене илсе пăхар-ха:[5]

Ачасем — ачасемпе.                U U — U | U U —
Артистсем — артистсемпе.     U U — U | U U —
Йĕкĕтсен хăйсен пур йышĕ,     U U — U | U U — U
Ваттисем — ваттисемпе.         U U — U | U U —

Ăнлантарни: "—" — вăйлă сыпăк (икт), "U" — вăйсăр сыпăк, "|" — картсен чикки. Калас пулать, малтанлăха пăхсан, хорей çемми пек те туйăнать. Анчах та йĕркесенчи 1-мĕш, 5-мĕш сыпăксем 3-мĕш, 7-мĕш сыпăксенчен чылай вăйсăртараххине пула пеон темелле. (Виççĕмĕш йĕркере икĕ тулли карт, 1-мĕш, 2-мĕш, 4-мĕш йĕркесенче иккĕмĕш карчĕ тулли мар). Пеонăн çакăн пек тĕсĕсем пур: пеон I (— U U U), пеон II (U — U U), пеон III (U U — U), пеон IV (U U U —). Эпир илсе кăтартнă тĕслĕх — пеон III.[6] Михаил Сениэлĕн Геннадий Айхин асăннă хайлавĕнчен тухса тăракан ахрăм-сăвви пур. Ăна та çак пеон III сулăмĕпех ăсталанă.

Акцентлă сăвă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăввăн йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăма та пултарать. Урăхла ăна тоника виçи теççĕ. Шалти çемĕ (ритм) çук. Чăваш акцентлă сăввинчен уйрăмах унччен "силлабика" терминпа палăртма хăнахнă виçеллисем кăсăклă. Силлабика тени Çеçпĕл Мишшичченхи тапхăршăн çеç юрăхлă. Хальхи вăхăтра, паллах, пурте пусăмсене палăртса вулаççĕ. Çав шутра ĕлĕххи текстсене те. Калăпăр, "Нарспи" поэмăна çавăн пек вулаççĕ паян. Вуланă чухне изосиллабизмлă акцентлă сăвă пек пулса тухать. Изосиллабизмсăр акцентлă сăвăсем чăваш поэзийĕнче сайрарах тĕл пулаççĕ.

Акцентлă сăввăн тĕсĕ. Сăвă йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа виççĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлăхĕ иккĕрен иртмест: 3-1=2. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра нуль пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 3-0=3 пулать. Çавна кура тактовик теессинчен пăрăнса акцентлă сăвă (пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшпе) теме тивет.

Петĕр Хусанкай, чăваш поэчĕсен «çарпуçĕ»[7]

Акцентлă сăввăн тĕсĕ.Сăвă йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа иккĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлахĕ пĕрререн иртмест: 2-1=1. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра нуль пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 2-0=2 пулать. Çавна кура дольник теессинчен пăрăнса тактовик теме тивет.

Дольник (вальă) сулăмĕллĕ сăввăн тĕслĕхĕ (Петĕр Хусанкай, "Мамăк çурăлнă тапхăр..." (1933):

Мамăк çурăлнă тапхăр.    — U — U U — U
Шăрăх тăраççĕ кунсем.    — U U — U U —
Эпĕр иккĕн утатпăр       — U — U U — U
Хирĕç çилпе ÿпĕнсе.      — U U — U U —

Сăвă йĕркисемпе юнашар кунта пурте ăнланакан паллăсемпе унăн дольникле схемине кăтартнă.

Калас пулать, илсе кăтартнă тĕслĕхĕн тата тепĕр уйрăмлăх та пур. Уйрăм йĕркесем таса картсем çине пайланмаççĕ ĕнтĕ. Анчах пĕрремĕш-виççĕмĕш тата иккĕмĕш-тăваттăмĕш йĕркесем ритм енчен эквивалентлă. Çавна пула сăввăн ăслайне логаэд теме те пулать. Анчах та апла калани вальă тенине те хирĕçлемест. Вльăлла логаэд е логаэдла вальă. Иккĕмĕш-тăваттамĕш йĕркесене çавăн пекех анапестла çемĕллĕ теме те пулать, çапах та вĕсене, çав йĕркесене, мĕнпур сăвăран уйăрса яраймастăн.

Вальă сăмаха хăйне вара чăвашсем пурте питĕ аван пĕлеççĕ. Вăл — «пай» сăмахан синонимĕ. Кунта ăна, вырăс чĕлхинчи «дольник» тенине калькăласа куçарнă май, сăвă терминĕ пек усă курнă.

Уйăх çак каç асамăç,          — U U — U — U
Тек çăлтарсем асаймĕç:    — U U — U — U
Кам вĕсене сÿнтерчĕ —     — U U — U — U
Паллă ăна çын терчĕ.         — U U — U — U

Ку йĕркесем Петĕр Хусанкайăн "Хура пĕркенчĕк" ярăмри пĕр сăввинчен.[8] Йĕркесем чат пĕр пек картсенчен тăмаççĕ. Анчах та вĕсем пурте пĕр пек çемĕллĕ ( — U U — U — U ). Сăмах май каласан, çÿлерех илсе кăтартнă "Мамăк çурăлнă тапхăр..." сăввăн тăватă йĕркинче те çавăн пек ен пур (мăшăрлă йĕркесемпе мăшăрсăр йĕркесем тĕлĕшпе). Эппин унăн виçине пĕр харăсах дольник те, логаэд та теме пулать (чăн та, ытти йĕркесенче апла мар). Кунта хирÿçĕлĕх çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ япала.

Шурă сăвă тесе рифмăсем ( састашсем) пачах та çуккине кура калаççĕ, — енчен те унăн шалти виçи е йĕркесенчи сыпăксен танлăхĕ пур пулсан. Эппин, састашсемсĕр ирĕклĕ сăвва шурă сăвă теме май çук. Чăваш литературинче çак меслетпе çырнă сăвăсем сахал мар. Çав вăхăтрах хăшпĕр авторсен еткерĕ тĕпрен илсен пĕтĕмпех çавăн пек хайлавсенчен тăнине палăртмалла. Сăмахран, вăл шута Илле Тăхти (1889-1938) сăввисем кĕреççĕ. Синтаксисла параллелизмран килекен сăлтавсене пула çеç вĕсенче[9] хушăран састаш палăрăмĕсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ăнсăртран е ăнсăртранах та мар тенĕ пек килекен рифмăсем шурă сăввăн тасалăхне пăсаççĕ. Кун пек самантсем Николай Шелепи (1881-1945) пултарулăхĕнче уйрăмах нумай[10].

Фольклорти сăвă пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юррăн сăвви пур. Анчах та кун пек сăвă юррăн кĕввипе тачă çыхăннă. Вĕсене — юррăн мусăкĕпе сăввине — пĕр-пĕринчен уйăрма та çук. Мĕншĕн тесен пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Çавна кура "кунта хорей, лере ямб" текелесе калаçма май çук. Чăн та, тепĕр чухне юррăн сăвви, кĕвĕ-çемĕрен уйрăлса, хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Эппин, ун пирки ун чухне çапла каламалла та. Ун пек пулăм çук-тăк, сăмахламалăх шухăшĕ те çук. Çав вăхăтрах фольклорта чăн малтанах юрăпа çыхăнман сăвăсем те пур. Вăт вĕсем пирки чăн-чăн сăвă пек калаçма май пур. Сăмахран, мăн кĕрÿ такмакĕ[11]

Родионов Виталий Григорьевич. Филологи ăславĕсен докторĕ, профессор. Чăваш сăввине тĕпченисĕр пуçне хай те сăвăç пек паллă (ытларах Сăвар Эртиван псевдонимпа)
Гаспаров Михаил Леонович (1935-2005). РАН академикĕ. СССР тата Раççей сăвăçырав тĕпчевçи, çав енĕпе тухнă кĕнекесен авторĕ
Востоков Александр Христофорович (1781-1864). Санкт-Петербургри ăславсен Императорла академийĕн академикĕ. «Опыт о русском стихосложении» тĕпчев (Опыт о русском стихосложении / Сочин. Александром Востоковым, членом С.П.бургского вольного общества словесности наук и художеств. — Издание второе, значительно пополненное и исправленное. — В С.Петербурге: Печатано в Морской типографии, 1817. — [14], 1—141, 143—167, [2] с.) авторĕ

Квантитативлă сăвă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Квантитативлă (шутлавлăхла) сăвăçырав сыпăксен тăршшĕ (пусăмĕ мар!) тĕлĕшĕпе тытăнса тăрать. Вăл Авалхи Грецире, Авалхи Римра, араб тата фарси, Инди чĕлхисен тĕнчинче сарăлнă пулнă, çавна кура çак тытăмпа çыхăннă терминсем паянхи кун та пур; вĕсенчен чылйăшне ытти сăвăçырав тытăмĕсем енĕпе те, кирлĕ чухлĕ улăштарса, усă кураççĕ[12].

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Munk E. Die Metrik der Griechen und Römer. — Glogau, 1834.
  • Соболевский С. И. Древнегреческий язык. — М., 1948.
  • Гаспаров М. Л. Очерк истории европейского стиха. — М., 2003.
  • Цисык А. З., Шкурдюк И. А. Античная метрика. — Минск, 2004.
  • Кожинов В.В. Как пишут стихи. О законах поэтического творчества. Москва: Алгоритм, 2001. — 320 с. — ISBN 5-9265-0018-4.
  • Иванов Н.И. Чăваш сăвви. — Шупашкар, 1977
  • Иванов Н.И. Время и стих: Лит.-теорет. ст. (Чебоксары, 1981. 190 с.)
  • Илле, Элли. Сӑвӑ теорийӗн никӗсӗсем [Текст] : Çеҫпӗл Мишшин 100 ҫулхи юбилейӗ ҫитнӗ май - аслӗ поэта хисеп туса: [Сӑвӑ системи ҫин.] / Элли Илле // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. - 1999. - 20 ҫурла - 3 авӑн (№ 31-32). - С. 10
  • Родионов В.Г. Чувашский стих: Проблемы становления и развития / В.Г. Родионов. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 224 с.
  • Родионов В.Г. Генезис и эволюция чувашского стиха: автореф. дисс… докт. филол. наук / В.Г. Родионов. – М.: ИМЛИ им. А.М. Горького РАН, 1993. – 36 с.
  • Родионов В.Г. Чувашское и тюркское стихосложение: учеб. пособие / В.Г. Родионов. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 1986. – 80 с.
  • Çеçпĕл Мишши. Сăвă çырассипе ударени[13] правилисем. Статья (1920).
  • Тимаков В.П.. Сӑмах илемне туйсан [Текст] : сӑвӑ ҫырма вӗренекенсене пулӑшма / Вениамин Тимаков. - Шупашкар, 1980. - 128 с.
  • Элли Илле. Версификаци технологийĕ (сăвă ăслайĕ тавра). — Хыпар, 2002, çĕртме, 20.
  • Элли Илле. Çеçпĕл Мишшин теори<лле> еткерĕ. — Хыпар, 2003, çурла, 6.
  • Элли Илле. О загадках стиха. — Лик, 2007/1. — С. 156-157.[14]
  • Федотов М.Р. О теории чувашского стиха // Сов. Чувашия. 1982. 2 февр.
  • Федотов М.Р. Рецензия на кн.: Иванов Н.И. Время и стих: Лит.-теорет. ст. (Чебоксары, 1981. 190 с.) // Сов. тюркология. 1982. № 5. С. 96-97.
  • Фомин С.М. Кузьмин (Михаил Сеспель) // Фомин С. Штрум. Суйласа илнисем. – Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 1975. – 362 с.
  • Фомин С. Чăвашла стихсен техники çинчен // Литература еткерĕ: статьясен пуххи / ЧПГĂИ. – Шупашкар, 1991. – С. 55–61.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Юркин И.Н. Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилÿсем. Шупашкар, 1986. — 268 С.
  2. ^ Ирĕклĕ сăвă тавра. Тавлашу. — Тăван Атăл, 1988, №10. — 59 С.
  3. ^ Мысль, вооружённая рифмами. Поэтическая антология по истории русского стиха. Ленинград: изд-во Ленинградского университета. 1984. — С. 418—419.
  4. ^ Сергей Юшков. Юптару. Йытăпа чăх.
  5. ^ Тепĕр юрă . Геннадий Айхи сăвви.
  6. ^ Элли Илле. Чăваш пеонĕ (Сăвă теорийĕн ыйтăвĕсем). — Хыпар, 2000, кăрлач, 22.
  7. ^ Виталий Юмарт калани.
  8. ^ Петĕр Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар, 1997. — С. 93.
  9. ^ Илле Тăхти. Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем. — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с.
  10. ^ Шелепи Н.И. Çĕрпÿ пасарĕ.(ĕçлемен каçă)
  11. ^ САЛАМАЛИК, мăн кĕрÿ такмакĕ.
  12. ^ Квантитативное стихосложение (Çавăн пекех: Харлап М. Г. Квантитативное стихосложение // Краткая литературная энциклопедия / Гл. ред. А. А. Сурков. — М.: Сов. энцикл., 1962—1978. //Т. 3: Иаков — Лакснесс. — 1966. — Стб. 467—470.)
  13. ^ "Ударени" тени сăмахсенчи пусăма пĕлтерет кунта.
  14. ^ Статья çумне хушса панă диаграмма унта "тÿнтерле", çапах та ăна çăмăллăнах ăнланма пулать. Çавăн пекех унта пĕр тĕлте "слог" вырăнне йăнăшпа "стих" тени пур.