Бугера, Владислав Евгеньевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Бугера хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владислав Евгеньевич Бугера
Çуралнă вăхăт: 1971, кăрлач, 24
Çуралнă вырăн: Ĕпхӳ хула, Пушкăрт АССР, СССР
Ăслăх сфери: социаллă философи, теория познания, политэкономи, политологи, марксизм, социаллă психологи
Ăсчах степенĕ: филосои ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор,
Альма-матер: Киеври Тарас Шевченко ячĕллĕ патшалăх университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Р. Б. Камаев
Паллă: XXI ĕмĕрти раççей публицисчĕ, философĕ, экономисчĕ тата сулахайри политика активисчĕ

Владислав Евгеньевич Бугера — философи ǎслǎхĕсен тухтăрĕ, Ĕпхӳри патшалёх нефтьпе техника университетĕнчи философи кафедрин профессорĕ[1][2], Раççейри философи пĕрлĕхĕн «Материалистическая диалектика – научный аттеизм» секцийĕн пайташĕ, Учение об отношениях управления и собственности как субстанции общества» («Учение о человеке как ансамбле отношений собственности и управления») ǎслǎх шкулĕн социаллǎ философине пуçарса яраканĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăсчах 1971 çулхи кăрлачăн 24-мĕгĕнче Ĕпхӳ хулинче çуралнă. Пиччĕшĕ – М. Е. Бугера.

1988-1993 çулсенче Киеври патшалăх университечĕн философи факультетĕнче вĕреннĕ.

1996 çулсенче нарăс уйăхĕнченпе УГНТУ-ра вĕрентекен пулса ĕçлет: 2002 çулхи утă уйăхĕнче – УГНТУ-ра философи кафедрин доценчĕ: 2010 çулхи нарăс уйăхĕнче – УГНТУ-ра философи кафедрин профессорĕ.

2001 çулта Мускаври М. В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, философи ăслăхĕсен профессорĕ. Р. Б. Камаев пулашнипе философи ăслăхĕсен кандидачĕ ăслăх хисепне илме тăратнă, «Ницшеанство как общественный феномен: его социальная сущность и роль. Социально-философское исследование» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ. Специальноç — 09. 00. 11. – Социальная философия.

2002-мĕш çулхи утă уйăхĕнче Тĕп Европа университетĕнче хăйĕн квалификацине ӳстернĕ.

2004-çулта доцент хисепне тивĕçнĕ.

2006-мĕш çулта М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче философи ăслăхĕсен тухтăрĕ ăсчах хисепне илме тăратнă. «Отношение собственности и управления как необходимые формы человеческой деятельности» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ. Специальноçĕ – 09. 00. 11. – Социальная философия.

100 яхăн ăслăхпа методика енĕпе пичетлесе кăларнă ĕçсен авторĕ: çавсен хушшинче виççĕ монографи.

Тĕп ĕçсем: «Собственность и управление» (2003): «Социальная сущность и роль философии Ницше» (2004): «Сущность человека» (2005).

«Исторический материализм в XXI веке: необходимость обновления» (2005) пухмачри Раççеей тата АПШ авторĕсен статйисене çырса хатĕрлекенĕ: куçаруçи тата редакторĕ. «Философские и прикладные вопросы методологии искусственного интеллекта» (2009) коллектив çырнă монографин автор çумĕ.

Теори шухăшĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. Е. Бугера экономика культурин çивĕч ыйтăвĕсене тăван çĕр-шыв философийĕнче сӳтсе явас енепе ĕçлет. Вăл истори материализмне тĕпе хурса çын аталанăвĕ пĕрлĕх аталанăвĕ витĕр кăна мар: тытăмлăх аппарачĕпе харпĕрлĕх çыхăнăвĕсем урлă кăтартса пама тăрăшать.

Бугера шухёшĕсене ют çĕр-шыв тĕпчевçисем те хăйсен ĕçĕсенче тишкерннĕ. Акăлчансен тата американсен паллă тĕпчевçисем «Русский фашизм: традиции: тенденции: движения» (кĕнеке авторĕсем: Стивен Д., Шенфилд В. Е.).

Бугера шухăшĕсене марксизм хыççăнхи шухăшсем тесе палăртаççĕ. Нимĕçсен Андреас Умланд политологĕ Бугерăна неомарксист тесе шутлать.

Г. Е. Белоногов Бугерăна «материалист-философсен çĕнĕ генерацин элчи» тесе шутлать: Эдуард Байков ăна çĕнĕ философи шкулне йĕркелесе яраканĕ тет. Пушкăрт халăх энциклопедийĕ В. Е. Бугера шухăшласа кăларнă марксизмăн тĕп антропологи концепцине тата унăн ăслăх тĕпчевĕсем марксизм философийĕн ыйтăвĕсене тишкернине палăртать.

Класс тыткаланине тĕпе хурса тата Ницше йĕркеленĕ пĕрлĕх концепцийĕ çине таянса В. Е. Бугера нацизм тата сталинизм пурнăçлани палёртать. Унсёр пуçне, Фридрих Ницше шухăшĕсем Виççĕмĕш Райх политикин теори никңсĕ пулса тёнине кăтартать.   

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Официальный сайт Администрации ГО г. Уфа РБ
  2. ^ Аюпов, Рашит Знаменитые уроженцы Уфы // газета «Вечерняя Уфа», №80 (13260), 05.10.2018, с. 6

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]