Бугера, Владислав Евгеньевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Бугера хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владислав Евгеньевич Бугера
Çуралнă вăхăт: 1971, кăрлач, 24
Çуралнă вырăн: Ĕпхӳ хула, Пушкăрт АССР, СССР
Ăслăх сфери: социаллă философи, теория познания, политэкономи, политологи, марксизм, социаллă психологи
Ĕç вырăнĕ: Ĕпхӳри нефтьпе техникăн патшалăх университечĕ (УГНТУ)
Ăсчах степенĕ: филосои ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор,
Альма-матер: Киеври Тарас Шевченко ячĕллĕ патшалăх университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Р. Б. Камаев
Паллă: XXI ĕмĕрти раççей публицисчĕ, философĕ, экономисчĕ тата сулахайри политика активисчĕ

Владислав Евгеньевич Бугера — философи ǎслǎхĕсен тухтăрĕ, Ĕпхӳри патшалёх нефтьпе техника университетĕнчи философи кафедрин профессорĕ[1][2], Раççейри философи пĕрлĕхĕн «Материалистическая диалектика – научный аттеизм» секцийĕн пайташĕ, Учение об отношениях управления и собственности как субстанции общества» («Учение о человеке как ансамбле отношений собственности и управления») ǎслǎх шкулĕн социаллǎ философине пуçарса яраканĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăсчах 1971 çулхи кăрлачăн 24-мĕгĕнче Ĕпхӳ хулинче çуралнă. Пиччĕшĕ – М. Е. Бугера.

1988-1993 çулсенче Киеври патшалăх университечĕн философи факультетĕнче вĕреннĕ.

1996 çулсенче нарăс уйăхĕнченпе УГНТУ-ра вĕрентекен пулса ĕçлет: 2002 çулхи утă уйăхĕнче – УГНТУ-ра философи кафедрин доценчĕ: 2010 çулхи нарăс уйăхĕнче – УГНТУ-ра философи кафедрин профессорĕ.

2001 çулта Мускаври М. В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, философи ăслăхĕсен профессорĕ. Р. Б. Камаев пулашнипе философи ăслăхĕсен кандидачĕ ăслăх хисепне илме тăратнă, «Ницшеанство как общественный феномен: его социальная сущность и роль. Социально-философское исследование» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ. Специальноç — 09. 00. 11. – Социальная философия.

2002-мĕш çулхи утă уйăхĕнче Тĕп Европа университетĕнче хăйĕн квалификацине ӳстернĕ.

2004-çулта доцент хисепне тивĕçнĕ.

2006-мĕш çулта М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче философи ăслăхĕсен тухтăрĕ ăсчах хисепне илме тăратнă. «Отношение собственности и управления как необходимые формы человеческой деятельности» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ. Специальноçĕ – 09. 00. 11. – Социальная философия.

100 яхăн ăслăхпа методика енĕпе пичетлесе кăларнă ĕçсен авторĕ: çавсен хушшинче виççĕ монографи.

Тĕп ĕçсем: «Собственность и управление» (2003): «Социальная сущность и роль философии Ницше» (2004): «Сущность человека» (2005).

«Исторический материализм в XXI веке: необходимость обновления» (2005) пухмачри Раççеей тата АПШ авторĕсен статйисене çырса хатĕрлекенĕ: куçаруçи тата редакторĕ. «Философские и прикладные вопросы методологии искусственного интеллекта» (2009) коллектив çырнă монографин автор çумĕ.

Теори шухăшĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. Е. Бугера экономика культурин çивĕч ыйтăвĕсене тăван çĕр-шыв философийĕнче сӳтсе явас енепе ĕçлет. Вăл истори материализмне тĕпе хурса çын аталанăвĕ пĕрлĕх аталанăвĕ витĕр кăна мар: тытăмлăх аппарачĕпе харпĕрлĕх çыхăнăвĕсем урлă кăтартса пама тăрăшать.

Бугера шухёшĕсене ют çĕр-шыв тĕпчевçисем те хăйсен ĕçĕсенче тишкерннĕ. Акăлчансен тата американсен паллă тĕпчевçисем «Русский фашизм: традиции: тенденции: движения» (кĕнеке авторĕсем: Стивен Д., Шенфилд В. Е.).

Бугера шухăшĕсене марксизм хыççăнхи шухăшсем тесе палăртаççĕ. Нимĕçсен Андреас Умланд политологĕ Бугерăна неомарксист тесе шутлать.

Г. Е. Белоногов Бугерăна «материалист-философсен çĕнĕ генерацин элчи» тесе шутлать: Эдуард Байков ăна çĕнĕ философи шкулне йĕркелесе яраканĕ тет. Пушкăрт халăх энциклопедийĕ В. Е. Бугера шухăшласа кăларнă марксизмăн тĕп антропологи концепцине тата унăн ăслăх тĕпчевĕсем марксизм философийĕн ыйтăвĕсене тишкернине палăртать.

Класс тыткаланине тĕпе хурса тата Ницше йĕркеленĕ пĕрлĕх концепцийĕ çине таянса В. Е. Бугера нацизм тата сталинизм пурнăçлани палёртать. Унсёр пуçне, Фридрих Ницше шухăшĕсем Виççĕмĕш Райх политикин теори никңсĕ пулса тёнине кăтартать.   

Харпӑрлӑх тата ертсе пырасси

"Харпӑрлӑх тата ертсе пырасси" кӗнекери тӗп шухăшсем:[9]

  1. Харпӑрлӑх хушшинчи ҫыхӑну вӑл - ҫынсемпе япаласем хушшинчи ҫыхӑну мар, ҫак ӗҫе хутшӑнтарнӑ япаласемпе чăн пурнăçра социаллӑ майсем паракан япаласем пирки пыракан ҫынсем хушшинчи ҫыхӑну. Харпӑрлӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва кам, кампа (е мӗнпе) тата мӗн чухлӗ ертсе  пынипе палӑртаҫҫӗ. Харпӑрлӑх хушшинчи ҫыхӑнусем – ертсе пырассин тӗрлӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе акчӗсем, пӗтӗм этем культури, уйрӑм ҫынсен психики, ҫынсен тата пӗтӗм этемлӗхӗн психики пулса тӑракан никĕс (матрица). Харпӑрлӑх ҫыхӑнӑвӗсем чи малта тăраççĕ, ертсе пырас ҫыхӑнусем иккӗмӗш вырăнта. Эпир ертсе пыраканăн хутшӑнӑвӗсене пӗлсен ҫеҫ харпӑрлӑх ҫыхӑнӑвне пӗлме пултаратпӑр. Обществӑна чӗрӗ организмпа танлаштарсан, ертсе пырас ĕçри хутшăнăва клеткăсемпе танлаштарсан, харпӑрлӑх ҫыхӑнӑвӗсем хромосомӑсем тата клеткӑсен генĕсем пулса тăраççĕ. Генӑсем яланах малта тăраççĕ, клетка - иккӗмӗш вырăнта, анчах клеткăсене тӗпченĕ хыççăн ҫеҫ генăсене пĕлме пулать.

  2. Ертсе пырассипе ҫыхӑннă хутшăнусем, харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсӗр пуҫне, мĕнпур обществӑлла хутшӑнусен никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ертсе пырассипе харпӑрлӑхӑн уйрӑмлӑхӗсене тишкерсе, кашни обществӑн тытӑмӗпе аталанӑвне ӑнлантарса пама пулать (чӗрӗ организмӑн тытӑмӗпе аталанӑвне чӗрӗ клеткăна тӗпчесе ӑнлантарса пама пулать).

  3. Маркс шухăшĕпе этеммĕн тĕп пĕлтерешĕ вӑл - обществӑлла хутшӑнусем пӗрлешни, Бугера пайăрлатса калать: ҫыннӑн тĕп пĕлтерĕшĕ чи малтан харпӑрлӑхпа ертсе пырас ĕçри хутшăнусем хушшинчи ҫыхӑнусем пӗрлешни пулать. Харпӑрлӑхпа ертсе пырас ĕçри аталану ҫыхӑнăвĕсене тӗпчесе эпир этем пурнӑҫӗн пӗтӗм сферине пӗлетпӗр: производствӑран, пурлăх ырлăхне мĕнле пайланипе усă курнинчен пуҫласа ачасене тĕрĕс воспитани парасси таран, тӗнпе искусствӑран пуҫласа наука пултарулӑхӗ таран, сывӑ та чирлӗ психикӑран пуҫласа этем чӗлхине аталантариччен.

  4. Бугера ертсе пырассипе çыхăннă хутшăнусен виҫӗ тӗп тĕсне уйӑрса парать: уйрӑм çын урлă (ушкӑнри çынсем пӗр-пӗрин ӗҫне йĕркелесе пымаҫҫӗ), авторитарлă (ушкăнри ӗҫсене вертикальлӗ власть мелĕпе усă курса пурнăçлаççĕ, пуçлăх тата ăна пӑхӑнакансем) тата коллективлӑ (горизонталлӗ килĕшÿре, ушкӑн членӗсем пӗр тан тата пӗр тӗллев патне илсе пыраҫҫӗ). Вӗсене уйрӑм çыннăн, авторитарлӑ тата коллективлӑ харпӑрлӑх килӗшсе тӑрать. Бугера ҫапла шутлать: ертсе пырас ĕçре ҫак виҫӗ тĕс (вӗсем харпӑрлӑх хушшинчи виҫӗ тĕслĕ) кирек мӗнле ушкӑнра та — икӗ ҫынран пуҫласа пӗтӗм этемлӗх таранах - пур. Ыйту кунта шайлашусем (пропорцисем) пирки тăрать тата çав шайлашусене улăштарнин сӑлтавӗсем пирки. Бугера ҫав аспектсене ăса хывни (познать) этем пурнӑҫӗн тупсӑмне ӑнланма тата ӑнлантарса пама май парать тесе шутлать.

Этемĕн тĕп пĕлтерĕшĕ

Бугерӑн "Этемĕн тĕп пĕлтерĕшĕ" монографинче эксплуатаци концепцине аталантарнӑ, вӑл "авторитартлӑ ертсе пырас ĕç мелĕпе" производство вӑйӗсене тата усă куракан япаласене валеҫесси çинчен çырса кăтартнӑ:[9]

• Доказательство илсе кăтартать, суту- илӳ посредникӗ (купца) вӑрттӑн майпа "авторитарлӑ" йĕркелÿçĕ пулса пурлӑха валеҫес ӗҫре банкиртан е хуҫаран (тавар туса кăлараканран) - ют ӗҫ вӑйне туянакан кая мар пулнине кӑтартса парать (2 сыпӑк).

• Ĕçлекекен классен патриотизмӗ вӗсене хăйсене улталанипе эксплуататорсен ултавĕ пӗрлешсе тӑнине кӑтартса парать (5 сыпӑк).

• Тӗрлӗ психологсен тӗпчевӗсем ҫине тайăнсан, гомосексуаллӑх пӗр пек мар пулăм  шутланать, ҫав пулăм тӗплӗ ушкӑнсенчи хӑш-пӗр пӗчӗк ушкӑнсенчи тата пӗтӗм ушкӑнсенчи управленисен комбинацийӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Массӑллӑ культура продукчӗсене пысӑк пахалӑхпа усӑ курни потребительсене пултарулӑх ĕçĕ патне туртма, хавхалантарма пултарать.[31]

• "Власть" ăнлава петĕмĕшле социологи  енчен хак парать, тишкерет.[32]

"Этемĕн тĕп пĕлтерешĕ" (г.3) тата "Харпӑрлӑх тата ертсе пырасси" ӗҫсенче (г. 3) Бугера  СССР тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ХХ ĕмĕрте производствӑра азиатла меслетпе ӗҫленине ҫирӗплетет, производство хутшӑнӑвӗсемпе вӑл производство меслечӗ пек, анчах производство вӑйӗсен пахалӑхлӑ тата урӑх шайӗнче никӗсленсе тӑрать. Неоазиатсен обществӑпа экономика формацийӗпе унӑн аталанӑвӗн саккунлӑ тытӑмне[9][33][34] пикеннӗ.

Компьютеризацилесси

Бугера производствăна компьютеризацилессине социализмлӑ революци тумалли пурлăх никĕсĕ вырӑнне хурса тишкерет тата класссӑр обществӑна куҫнӑ чухне этемлӗхӗн пост-НТР пролетариачӗ тесе шутлать.[35] Ҫакӑ паллӑ экономист П. Друкер шухӑшӗпе пӗр енчен килӗшсе тăрать: "пӗлӳ илнĕ ӗҫченӗсем ""пӗлӳ обществинче" ытлашши пулмаҫҫӗ, анчах вӗсене малта пыракан класс вырӑнне хураҫҫӗ".[36]

" Оккам бритвине" критиклени

В. Бугера «Оккам бритвине» гипотеза çуралассине пӳлсе лартакан теори тесе шутлать, ҫавӑнпа та вăл творчествӑлла шухăшлама хӑратакан гипотеза тесе критикленӗ май, ун вырӑнне "тӑватӑ лезвиллӗ хӑрушлăхсӑр бритва" сĕнет - пӗр-пӗринпе логикӑллă ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ принциплӑ системӑна:

  1. Тӗрӗссине кирлӗ мар ҫӗртенех нумайлатма кирлӗ мар, анчах ҫӗнӗ енсем пур тесе шутлама юрать, ун пек тума кирлӗ мар пулсан та.

  2.  Пулса иртекен пулӑмсен пӗрремӗш сăлтавĕсене чӑн пурнӑҫри чи пӗчӗк структура шайӗнче шырамалла мар, вӗсене е ҫав вырӑнтах, е чӑн пурнӑҫӑн ҫӳллӗрех тытӑмӗнче шырамалла.

  3. Енчен те теори пулса иртнин сӑлтавне чăн пулнинчен  сахал та тӗплӗ мар ҫырса кӑтартсан, ӑнлантарса парать пулсан, ку теори ҫакӑн пек условисенче çеç пурнӑҫланма пултарать: каярахпа ҫак теорие малтан ҫырса кӑтартнинчен питӗ уйрăлса тăракан, ҫӗнӗ сӑлтавсене палăртнă пулсан, е ку теорие маларах кӑтартнӑ сӑлтавпа пӗрлех ӑнлантарса паракан ҫӗнӗ сӑлтавсем кӗреҫҫӗ пулсан е ун вырӑнне ҫак теори хӑйӗн тӗп положенийӗсемпе ҫыхӑну тытса тӑрать пулсан.

  4. Енчен те концепцинче психика (ҫав шутра ӑс-хакӑл) йӗркин сӑлтавӗсем пулӑмӑн пӗрремӗш сӑлтавӗсем шутлаҫҫӗ пулсан, вăл теорипе ҫеҫ мар, гипотезӑпа[37] [38] та вӗҫленмен.

Политикăри ĕҫĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

• 1989-90 ҫулсем.  Киев, "Отечественнӑй Форум" пӗрлешӳн пайташӗ (укр. Вітчизность Форумӗ)[39] (украинӑри националистсене хирӗҫ кĕрешекен направлени). Политика кӗрешӗвне пула Украинăри националист студентсен  организацийӗн лидерӗ Вячеслав Кириленко ăна (вăл В.Бугерăпа пĕр ушкăнра вĕреннĕ) гомосексуалист тесе айăпланă.[26]

• 1991-92 çулсем - "Киеври Ĕҫҫыннисен союзӗн" координаци совечӗн[40] –  "Украинӑри Ĕҫҫыннисен социализмла ҫӗнетӳшӗн союзӗ " (укр. Спілка ӗҫчен украинни за соцістична побудова) хулари организацин пайташӗ.[39] 1991 ҫулхи  августӑн 20-мӗшӗнче Украинӑри социализмлӑ студентсен союзĕн йĕркелÿ комитечӗн председателӗ пулнă май ГКЧП[41] пулса иртнине ырланă, анчах та каярах С. Шенфилда Johnson, sussia List[26] панă интервьюра хӑй политикӑлла йӑнӑш туни ҫинчен пӗлтернӗ.

• 1992-96 çулсем - "Марксистсен рабочи партийĕ"(МРП) Канашӗн пайташĕ[42] тата "Марксист"журналӑн редакци коллегийӗн[43] [44] пайташӗ. МРП Канашӗн санкцийӗпе Рабочи демократийĕшӗн тата Пӗтӗм тӗнчери социализм[45] комитетпа килĕшÿре ĕçленĕ. 1995 ҫулта Ĕпхÿре МРП[46] организацине йӗркеленӗ, унӑн членӗсемпе пӗрле партирен 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче[43]тухнӑ.

• 1994-96 çулсем - "Рабочисем хирӗҫ тӑни" профсоюз пӗрлешӗвӗн инструкторӗ (Станислав Маркеловпа пӗрле ĕçленĕ)

• 1996-98 ҫулсем - "Пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисен лигипе"ҫыхӑннă "Пӗтӗм тӗнчери рабочисен партийӗн" йĕкелÿ комитечӗпе пĕрле ӗҫленĕ.

• 1998-2000 çулсем - "Революциллӗ рабочи партийӗн" коллективистла фракцийӗн пайташӗ. Çак фракцире çавăн пекех Марлен Инсаров (интернетри псевдонимĕ) тӑнӑ.

• 2000-2005 çулсем - "Пролетариллĕ  революционер-коллективистсен ушкӑнӗн" (ГПРК) пайташӗ тата унăн никĕслевçи (Марлен Инсаровпа пӗрле) [5] [47]. 2005 ҫулта В. Бугерапа М.Инсаров хушшинче[48] хирӗҫӳ пулса иртнӗ, çавна пула В. Бугерăна ГПРКран кӑларса янӑ тата ушкăн саланса кайнӑ. ГПРК ишӗлчӗкӗсем ҫинче "Пролетариллĕ революционер коллективистсен интернационаллӑ союзӗ" ИСПРК) йĕркеленнĕ. 2008 ҫулта ИСПРКра хирĕçу тухнă та вăл пайланнă. Çакă "Революциллӗ социалистсен союзӗ" организаци йышĕнчен уйрăлса тухасси патне илсе çитернӗ.

• 2006 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен "Коллективистсен союзӗ" политика проекчӗпе[49] ӗҫлет. Тӗрлӗ вӑхӑтра СССР территорийӗнчи Интернационаллӑ коммунистла юхӑма (ИКТ) хӳтӗлекенсемпе тата теорипе публицистла ӗҫ-хӗлӗн хӑш-пӗр енӗсемпе, анархист-интернационалистсемпе[50] [51] пӗрле ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕнчи (СНГ) ИКТ шухăшĕсемпе пурăнакансем никĕсленĕ Сулахай коммунистсен блогӗнче унӑн нумай политика статйисем пичетленсе тухнӑ. "Демократиллĕ централистсен"докуменчӗсем" кӗнеке кун çути курнă, В.Бугера çав кӗнекене кăларас ĕçе хастар хутшăннă.[52]

Пĕтĕм тӗнчипе пĕлмелли тата йышăнмалли публицистика ӗҫĕсемпе политологи тӗпчевӗсем пичетлесе кӑларнӑ. В. Бугера тӗпчевӗсемпе публицистикинче ытларах антифашистла тематика йышӑнать. [53][54]  Пӗтӗм тӗнчери тата хамăр çĕршыври тӗпчевҫӗсем авторӑн чӑн хушаматне асӑнса[55] тата унӑн псевдонимлă  (вĕсенчен пӗри — "Г.Васильев"[56] (Бугерӑн ытти псевдонимӗсем айӗнче малтан пичетленсе тухнӑскерсем, каярахпа ӑна хӑйӗн ячӗпе те ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларнӑ) ĕçĕсемпе усă кураççĕ, шухăшĕсене ăс-тăна кĕртеççĕ.

В. Бугера хӑйӗн ӗлӗкхи официаллӑ блогӗнче тата интернет-форумӗнче (чи малтан Mail.Ru) Интернационализмла коммунистла туртӑмлă текстсем (2009 ҫулччен организацие Революциллӗ партишӗн кĕрешекен Интернационаллӑ бюро тесе ят панă) хастар пичетленӗ [57].  Анчах та ҫак туртӑм националистсемпе ӗҫлеме пуҫласан вăл çыхăнăва татнă [58].

В. Бугера ăнлантарса панă тăрăх, "коллективизм" термин совет саманинчи сулахай активистсен хӑйсен ытти функцийĕсӗр пуҫне, политикӑлла ушкӑнсем тата вӗсен идеологиллӗ установкисем текен ăнлавсем лексикона кĕнĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Официальный сайт Администрации ГО г. Уфа РБ
  2. ^ Аюпов, Рашит Знаменитые уроженцы Уфы // газета «Вечерняя Уфа», №80 (13260), 05.10.2018, с. 6

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]