Контент патне куҫ

Бутузов Валентин Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бутузов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Бутузов Валентин Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1939, чӳк, 23
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 2021, çĕртме, 1
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

ССРП РФ

Ĕç вырăнĕ: Мускав патшалăх университечĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ физика факультечĕ
Паллă: МПУ профессорĕ, математик
Чыславсемпе парнесем


«Ĕçре патăрнăшăн» медаль
«Ĕçре патăрнăшăн» медаль
РСФСР халăх çутĕçĕн палăрăмçи — 1985 М. В. Ломоносов ячĕллĕ премисем — 1993 М. В. Ломоносов ячĕллĕ премисем — 2003
Тулаш ӳкерчĕксем
Фотография Валентина Фёдоровича Бутузова

Валентин Фёдорович Бутузов (23.11.1939, Мускав, РСФСР - 1.6.2021, Мускав, РФ) ― совет тата раççей математикĕ, физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ (1966), физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1979), профессор (1982). Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ (2005).

Валентин Фёдорович 1939 çулхи чӳкĕн 23-мĕшĕнче Мускавра хĕсметçĕ кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ, Бутузов Фёдор Григорьевич, çуртсем тунă çĕртре техник пулса тăрăшнă. Амăшĕ, Бутузова (Кураева) Анастасия Владимировна, ялти клуб ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.

1957 çулта Валентин Фёдорович ылтăн медальпе Мускав облаçĕн Красная Поляна районĕнчи Сухаревкăри вăтам шкулта вĕренсе тухнă та М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав университечĕн физика факультетне аслă пĕлӳ пухмашкăн кĕнĕ. Бутузов В. Ф. факультетра аспирантурăна 1966 çулта вĕсленĕ, «Асимптотика решений некоторых задач для интегро-дифференциальных уравнений с малым параметром при производных» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ, МПУ физика факультечĕн математика кафедринче ĕçленĕ.

Мускаври патшалăх университетĕнче 1970 çултанпа Валентин Фёдорович кăткăс математикăн пĕрлехи курс лекцисене, çаплах ассимптотика меслечĕсен ятарлă курсне, вуланă; çаплах: «Математический анализ», «Теория сингулярных возмущений и её приложения» лекцисене хатĕрлесе ирттернĕ.

Паллă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Асимптотические разложения решений сингулярно возмущенных уравнений. М., Наука, 1973 (А. Б. Васильевăпа пĕрле),
  • Асимптотические методы в теории сингулярных возмущений. М., Высшая школа, 1990 (А. Б. Васильевăпа пĕрле),
  • Математический анализ в вопросах и задачах. М., Высшая школа, 1-е издание, 1984; М., Физматлит, 4-е издание, 2001 (Н. Ч. Крутицкаяпа, Г. Н. Медведевпа, А. А. Шишкинпа пĕрле),
  • Геометрия 7-9 (учебник для общеобразовательных учреждений). М., Просвещение, 1-е издание, 1990; 15-е издание, 2005 (Л. С. Атанасянпа, С.Б. Кадомцевпа, Э. Г. Познякпа, И. И. Юдинăпа пĕрле),
  • Геометрия 10-11 (учебник для общеобразовательных учреждений). М., Просвещение, 1-е издание, 1992; 11-е издание, 2005 (Л. С. Атанасянпа, С. Б. Кадомцевпа, Л. С. Киселевăпа, Э. Г. Познякпа пĕрле).

Ăслăхра кăсăкланнă облаçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Асимптотические методы малого параметра для решения сингулярно возмущённых дифференциальных уравнений,
  • Приложение развитых методов к разнообразным задачам математической физики.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]