Контент патне куҫ

Вăйкилли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вайкилли, — тĕнче хăвачĕсемпе калаçмалли, вĕсене кучченеçсем памалли вырăн. Хуçалăхра темиçе пӳртпе пурăннă чухне чăвашсен хăйсен Вăйкилли пулнă. Пĕр йышри йăх-тăвансен, пĕр таврашсен кĕлĕ вырăнĕ, управ кĕтесĕ вăл. Вăйкилли — Аслă йĕрĕх вырăнĕ.

Вăйкилли пĕлтерĕшĕ XX ĕмĕрте çухалса пынă, Тӳркĕллипе е Кĕçĕн Киремет пĕлтерĕшĕсемпе хутшăнса кайнă. Халĕ Вăйкилли тесен туй вăхăтĕнче качча каяс хĕр пытанса ларнă çурта, кĕлете капаççĕ. Каччин хĕре туя Вăйкиллинчен кăларса килмелле. Унтан тухнă чухне хĕре Йĕрĕх кунтăкĕнчен е пĕрнерен пукане, сурпан е урăх парне парса яраççĕ. Пĕтĕм кунтăка парса яни те пулать; ун пек чухне ашшĕ хăйсене валли çĕнĕ кунтăкпа йĕрĕх хатĕрлет.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]