Контент патне куҫ

Тӳркилли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тӳркилли — ял-йыш е çĕр пĕрлĕхĕ турăсемпе ырăсене асăнса, пуççапса, апат-çимĕç хывса тăмалпи çывăхри (урам е çул-çырма патĕнчи) ятарлă вырăн. Вăл уйрăм çуртра, пĕр-пĕр уйрăм ларакан хуралтăра, йывăç айĕнче, пĕр-пĕр паллă шырлан-тăвайккире, çул тăваткăлĕнче пулнă. В.К.Магницкий туркиллине «дом судьи» тесе каланă. XIX—XX ĕмĕрсенче тӳркилли пĕлтерĕшне чылай пăтратса янă, хăйне тĕллĕн хăват е Вăйкилли вырăнне хунă. Апла пулсан та унăн тĕп пĕлтерĕшĕ — ырăсене тата вилнĕ ваттисене пĕр-пĕр сăлтавпа çула май асăнмалли вырăн.

Тӳркиллисен кашнин хăйĕн пайрăм ячĕ пур. Ячĕ хăш вырăнта ларнинчен, хăш хăвата мала кăларса асăннинчен е тата ăна пăхса тăраканĕн ятĕнчен килнĕ.

Христос тĕнне йышăнсан тӳркиллисем вырăнне часанисем (часовнъăсем) лартма пуçланă.

Пысăк тӳркиллисен ячĕсем таврипех паллă пулнă. Вĕсем, Кĕçĕн киреметсем пекех, йĕрĕхле-пуканеллĕ пулма пултарнă. Ун пек чухне туркиллине тӳрлетме пысăк парнесемех (вăл шутра чĕрĕ автансем, хурсем, кăвакалсем, путексем) панă. Унта пырса янă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кешĕке çынсем тивмен. Вĕсем яла пырса кĕрсен хăваласа яман, ыттисемпе пĕрлех усранă.

Тӳркилли, киремет пекех, таса вырăн. Ана варалама, çĕмĕрме чарнă. Унта усал калаçма, кăшкăрашма, вăрçма, çилленнине палăртма юраман.

Тӳркиллинче ырăсемпе шурăсенчен, несĕл ваттисенчен ăнăçу ыйтнă.

Туркиллин ятарлă хуралçи пулман. Ăна ял мăчаварĕ пăхса тăнă.