Вĕлтрен тăрри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Вĕлтрентăрри - çерçирен те самаях пĕчĕк кайăк. Вăрманта, уйрăмах юханшывсемпе шурлăхсем тăрăхĕнче вырнаçать. Çăмартисем (4-7) шурă, хĕрлĕрех хăмăр пăнчăсемлĕ. Аçи вĕçсе килсессĕн 11 йăва таран тăвать. Вĕсене 3 ама йышăнма пултарать. Йăви пĕчĕк хутаç йыш, пĕр вĕçĕнче кĕрсе тухма шăтăк пур. Чĕпписем кăшт çитĕнсен вĕсене темиçе йăвана вырнаçтараççĕ. Ами икĕ хут чĕп кăларать. Аçи çу каçах питĕ янравлă, хитре юрлать. Иккĕмĕш пусри чĕпсене ӳстерме малтан тухнă чĕпсем те хутшăнаççĕ. Пирĕн тăрăхри вĕлтрентăррисем кăнтăралла куçса каяççĕ. Анчах хăш çул аçисем хĕл каçма юлма та пултараççĕ. Пуш уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Каясса чӳк уйăхĕнче кайса пĕтеççĕ.