Валентина Джованьини

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валентина Джованьини
Çуралнă вăхăт 1980 çулхи акан 6-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Ареццо, Тоскана, Итали
Вилнĕ вăхăт 2009 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Сиена, Тоскана, Итали
Патшалăх Итали Итали
Профессисем юрăç
Инструментсем Вокал
Жанрсем Поп-мусăк, Кельт мусăкĕ, Вăтам ĕмĕр мусăкĕ
valentinagiovagnini.it

Валентина Джованьини (итал. Valentina Giovagnini, ака, 6 1980 (Ареццо, Тоскана, Итали) — кăрлач, 2 2009 (Сиена, Тоскана, Итали) — итал юрăçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл Ареццо мусăк шкулне пĕлӳ илме кĕнĕ. Унта юрлама, пианинăпа флейта çинче выляма вĕреннĕ. Вăтам ĕмĕрти мусăкпа кельт мусăкĕпе кăсăкланма тытăннă.

2001 çулта вăл Давид Пинелли продюсерпа паллашнă та унпа тата Винченцо Инченцо авторпа ĕçлеме пуçланă.

Çав çултах Валентина хăйĕн пĕрремĕш «Dovevo dire di no» синглне кăларать, çапах та çак диск Валентинăшăн ăнăç пулмасть.

2002 çулта Валентин итал юрри фестивалĕнче (Фестиваль Сан-Ремо) «Il passo silenzioso della neve» композиципе (Давид Пинелли тата Винченцо Инченцо) хутшăннă. Иккĕмĕш вырăна, «Çамрăк талантсем» номинацире, Анна Татанжело хыççăн, йышăнать.

Çав çулах, пушăн 15-мĕшĕнче вăл хăйĕн дебют альбомне - «Creatura nuda» - кăларать. Çулла Festivalbar фестивале «Senza origine» композиципе хутшăнать. Çакăн хыççăн пĕтĕм Итали тăрăх турнепе каять.

2003 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче тепĕр сингл - «Non piango più»- тухать.

2004 çулта, çуркунне, вăл иккĕмĕш турнене каять.

2008 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче, РАИ Уно телеканалĕнче, «Sabato & Domenica Village» (чăв. Ялти шăматкунпа Вырсарникун) по телеярăм эфирĕнче Валентина çĕнĕ альбом хатĕрленĕ пирки пĕлтерет.

Вилĕм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче юрăçа Сиена хоспитăльне илсе килнĕ, 15.30 вăхăтра Поццо Делла Кьянапа Фойано Делла Кьяна хушшинче, Санта-Луче ялĕ патĕнче, çул çинче транспорт аварине лекнĕ. Тухтăрсем тăрăшнине пула та унăн пурнăçĕ татăлать.

Пытарнă тата асăннă чухне 2 пин çын ытла пуçтарăннă.

Вилнĕ хыççăнхи альбом[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çулхи çăвăн 15-мĕшĕнче Валентинăн иккĕмĕш «L'amore non ha fine» (чăв. Юратун вĕçĕ çук) (вилсен) альбомĕ тухать.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альбомсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Синглсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2001 — Dovevo dire di no (il traffico dei sensi)
  • 2002 — Il passo silenzioso della neve / Dovevo dire di no (il traffico dei sensi) / Accarezzando a piedi nudi le colline di Donegal / Il passo silenzioso della neve (base)
  • 2002 — Senza origine (Promo — Radio)
  • 2002 — Creatura nuda (Promo — Radio)
  • 2003 — Non piango più / Voglio quello che sento / Non piango più (strumentale)
  • 2009 — L’amore non ha fine (Promo — Radio)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]