Васильев Александр Георгиевич (кĕвĕç)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Васильев Александр Георгиевич, — чăваш кĕвĕçи. 1948 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă, çавăнтах 8 клас вĕренсе тухнă.

Чăваш Енĕн ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), М. Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ («Весенние хороводы» хор кантатишĕн, 1982), Пĕтĕм Раççейри çамрăк кĕвĕçĕсен курав-конкурсăн лауреачĕ (Иккĕмĕш струнăллă квартетшĕн, 1969). 1997 çулта «Поклонение Земле и Предкам» ятлă хорпа солист валли çырнă концертшăн Чăваш Енĕн Патшалăх премине тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăклах купăспа вылянă, кайран — баянпа. 1963-1967 çулсенче Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕнче В. А. Ходяшев патĕнче вĕреннĕ. 1967-1972 çулсенче Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Музыкăпа педагогика институчĕн композици класĕнче вĕреннĕ. 1982-2001 çулсенче — Чăваш Енĕн кĕвĕçĕсен пĕрлĕхĕн правлени пуçлăхĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕвĕçĕн чи пысăк ĕçĕ — С. Эльгерăн поэми «Под гнетом» тăрăх (либретто — Г. Краснов) çырнă 3 пайлă «Чакка» опера. Ăна институтра Г. И. Литинский класĕнче çырнă. Оперăри ĕçсем Пугачев пăлхавне пуcарнă хыççăн чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Чакка — хресченсен ертӳçи.

Симфониллĕ ĕçсенчен паллисем:

  • «Праздничная увертюра» (халăх йăлисем тăрăх, 1974),
  • «Токката» (1974),
  • «Приношение Федору Павлову» (кĕвĕç 100 çул тултарнă май çырнă, 1992).

Паллă ĕçĕсем шутне çавăн пекех икĕ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чăвашсен кĕвĕ фольклорĕпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчĕсем, т.ыт. кĕреççĕ.

Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлă ун ĕçĕсен пуххине пичетленĕ (1990).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]