Васильев Александр Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Александр Васильев
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă вăхăт 1961 çулхи утă, 13
Çуралнă вырăн Ирхсирма-Кушкă, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ
Жанрсем чăваш эстради
Disambig gray.svg Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Александр Михайлович Васильев (утă, 13 - 1961 ç, Ирхсирма-Кушкă ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Амăшĕ медсестра пулса ĕçленĕ, ашшĕ машинăпа çӳренĕ. Çемьере пиллĕк ача çуралса ӳснĕ, Сантăр иккĕмĕш ача пулнă.

Совет Çарне йыхравличчен «Паха тере» фабрикăра çĕвĕ оборудованине юсакан вырăнĕнче тăрăшнă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан электровиçев механизмĕсен савутĕнче вăй хурать. Каярах Чăваш колхозстройпĕрлешĕвне ĕçе куçать, экскаватор çинче ĕçлет.

Çакăн хыççăнах культура училищинче кĕрет мар йĕркепе вĕренет, Шупашкар районĕн Кӳкеç паççулкин культура керменне ĕçе куçать.

Пултарулăх утăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Ен радиовĕпе телекурава ĕçе вырнаçсан, пултарулăх ушкăнĕпе чылай кăларăм хатĕрлесе кăтартнă: «Пĕрре курсах саврăм», «Чăваш пики», мăшăрлисен, хунямасен ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Вунсаккăр çул хушши «Купăс, янра» кăларăва ертсе пынă.

Пултарулăхра Станислав Толстов, Надежда Русскова, Радик Иванов, Валентина Сытина композиторсемпе пĕрлĕ ĕçлет.

Александр Миайлович баянпа, гармоньпе, гитарăпа выляма ăста.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арăмĕпе пĕрле иккĕ хĕре ӳстерсе çитĕнтернĕ. Арăмĕпе хĕрĕ юрăçпа пĕрле тăрăшаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]