Ватерлоо кĕперĕ (фильм)
Ватерлоо кĕперĕ | |
Waterloo Bridge | |
Жанр |
драма вăрçă мелодрами |
---|---|
Режиссёр | Мервин Лерой |
Продюсер | Сидни Франклин |
Сценари авторĕ |
Сэмюэл Берман Ханс Рамо Джордж Фрешель |
Тĕп рольсенче |
Вивьен Ли Роберт Тейлор Вирджиния Филд |
Оператор | Джозеф Руттенберг |
Композитор | Герберт Стотхарт |
Кинокомпани | Metro-Goldwyn-Mayer |
Тăсăлу | 108 мин. |
Бюджет | 0,95 млн. $ |
Патшалăх | АПШ |
Çул | 1940 |
IMDb | ID 0033238 |
«Ватерлоо кĕперĕ» (акăл. Waterloo Bridge) — 1940 çулта Мервин Лерой режиссёр Роберт Э. Шервудăн пĕр ятлă пьесипе хайланă вăрçă драми.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапранать. Британ офицерĕн Рой Кронинăн (Роберт Тейлор) Францие фронта каймалла, кайиччен вăл хайĕн астăвĕмĕнче чылай вырăн йышăнакан Ватерлоо кĕперĕ çине пырать. Çак кĕпер çинче унăн куçĕ умне пулса-иртни капланса тухать…
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи кĕрлет. Лондона бомбăланă чухне Ватерлоо кĕперĕ çинче çамрăк балерина Майра (Вивьен Ли) тата Рой офицер паллашаççĕ. Вăл ăна качча илесшĕн пулать, анчах та Роя кĕтмен çĕртен фронта илсе каяççĕ. Çар çыннипе çыхланнăшăн хаяр вĕрентӳçĕ (Мария Успенская) Майрана балет труппинчен кăларса ярать, кĕçĕх вăл хаçатра вилнисен ят-йышĕнче Рой хушаматне курать… Укçасăрлăха, ĕçсĕрлĕхе, хуйхă-суйхăна пула хĕр панеле лекет… Çапах та Рой пĕтнĕ тени тĕрĕс мар пулнă иккен, вăл вăрçăран таврăнать.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вивьен Ли — Майра Лестер
- Роберт Тейлор — Рой Кронин
- Вирджиния Филд — Китти
- Люсиль Уотсон — леди Маргарет Кронин
- Мария Успенская — мадам Ольга Кирова
- Обри Смит — херцăк
- Джанет Шоу — Морин
- Джанет Уолдо — Эльза
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фильма «Оскара» пама иккĕ палăртура тăратнă: чи паха оператор ĕçĕ (Джозеф Раттенберг), чи паха мусăк (Герберт Стотхарт).
- Роберт Э. Шервудăн «Ватерлоо кĕперĕ» пьесине виççĕ хутчен экран çине хайланă.
- «Ватерлоо кĕперĕ» Роберт Тейлорпа Мервин ЛеРойăн пĕрлехи иккĕмĕш ĕçĕ шутланать. Пĕтĕмпе вĕсен тăваттă пĕр хайлав пулнă.
- Экран çине фильм 1940 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче, лăп та тăп пĕр эрне «Тĕлĕнтермĕш вăрçи» тапхăрĕ вĕçленсе герман Вермахчĕ Францине хирĕçле харçă пуçланă хыççăн тухнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Мост Ватерлоо»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- «Мост Ватерлоо»(акăлч.) allmovie сайтĕнче
Ку кинематограф пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |