Вестибюль
Курӑнакан калӑплав
Вестибю́ль (фр. vestibule, лат. vestibulum) — çурта шала кĕрес умĕн, килекенсене кĕтсе илсе вырнаçтарас тĕлĕше пурнăçлакан пӳлĕм[1].
Терминологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи римсен «вестибул» (лат. vestibulum «Вестăна» халалланă) сăмахĕнчен пулса тухнă — килти вучаха сыхлакан ама турăна чысласа туса лартнă ятарлă картише пĕлтерет.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вестибюль кĕске вăхăта чылай çынна çурта кĕрес/тухас чухне кирлĕ пӳлĕм. Хĕлле вестибюль сивĕнсе каясран вестибюльпе тамбур хушшинче ятарласа тепĕр пӳлĕм - аванвестибюль - тăваççĕ[2].
Паянхи пурнăçра сăмахпа тăтăшах метрополитен вестибюльне - пассажирсем урамран кĕрсен эскалаторпа платформă патне çитес хушăри пӳлĕме - палăртаççĕ[3]. Вестибюльре çаплах касса залĕ пур.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ СНиП I-2 Часть 1 Общие положения Глава 2 Строительная терминология
- ^ Предтеченский В. М., Милинский А. И. Проектирование зданий с учетом организации людских потоков. —М.:Стройиздат, 1979 С. 275
- ^ Метро «Парк Победы» обретет новый вестибюль, а «Политехническая» – пять этажей с магазинами.
Ку архитектура пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |