Контент патне куҫ

Вестра-Гёталанд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вестра-Гёталанд
ЯлавГерб
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1998 çулхи кăрлач, 1-мĕшĕ
Ӳкерчӗк
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗ Гётеборг
Административлӑ-территориллӗ пай Швеци
Геоданнӑйсем Data:Sweden/Västra Götaland.map
Правительство пуҫлӑхӗ Anders Danielsson[d][2]
Пайташӗ International Cities of Refuge Network[d][3]
Халӑх йышӗ
  • 1 767 293 чел. (2024 çĕртме 30)[4]
Административлӑ пайланӑвӗ Але[d], Алингсос[d], Бенгтсфор[d], Боллебюгд[d], Бурос[d], Дальс-Эд[d], Essunga Municipality[d], Фальчёпинг[d], Ферьеланда (коммуна)[d], Гресторп[d], Гулльспонг[d], Гётеборг[d], Йётене[d], Херрюнга[d], Ю[d], Härryda Municipality[d], Карлсборг[d], Кунгэльв[d], Лерум[d], Лидчёпинг[d], Лилла-Эдет[d], Люсечиль, Мариестад[d], Марк[d], Меллеруд[d], Мункедальская коммуна[d], Мёльндальская коммуна[d], Уруст[d], Партилле[d], Скара[d], Шёвде[d], Sotenäs Municipality[d], Стенунгсунд[d], коммуна Стрёмстадская[d], комунна Свенунга[d], Танум[d], Tibro Municipality[d], Тидахольм[d], Чёрн[d], Транему[d], Тролльхеттан[d], Töreboda Municipality[d], Уддевалла[d], Ульрисехамн[d], Вара[d], Воргордская коммуна[d], Венерсборг[d], Омоль[d], Экерё[d] и Västra Götaland Regional Council[d]
Тӑванла хула Канагава[d] и Тракай[d][5]
Тытса тӑрать Västtrafik[d]
Чикӗленсе тӑрать Вермланд[d], Эребру[d], Эстергётланд[d], Йёнчёпинг[d], Халланд[d], Эстфолл[d] и Викен[d]
Йӗркипе малтанхи Скараборг[d]
Улӑштарнӑ Гётеборг-Бохус[d], Эльвсборг[d] и Скараборг[d]
Лаптӑк
  • 23 498,8 тăваткал километр
  • 34 330,63 тăваткал километр (2019 кăрлач 1)[6]
  • 23 800,32 тăваткал километр (2019 кăрлач 1)[6]
  • 10 530,31 тăваткал километр (2019 кăрлач 1)[6]
Официаллӑ сайт vastragotaland.se
Карта местонахождения
Уҫӑ даннӑйсен порталӗ Västra Götaland County Administrative Board Open Data[d]
Вестра-Гёталанд на карте
Вестра-Гёталанд
Вестра-Гёталанд
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Вестра-Гёталанд лен (Вестра-Ёталанд;шв. Västra Götalands län) — Швецин анӑҫ ҫыранӗнче Скагеррак тинӗс пырӗ хӗррипе, ӗлӗкхи Вестергётланд, Бохуслен тата Дальсланд провинцисен ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ лен. Вермланд, Йёнчёпинг, Эребру, Эстергётланд тата Халланд ленсемпе чикӗленет. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Эльвсборг, Гётеборг-Бохус ленӗсене тата Скараборг ленӗн пысӑкрах пайне пӗрлештерсе йӗркеленӗ. Администраци Гётеборг хулара вырнаҫнӑ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вестра-Гёталанд Швецире халӑх йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Апла пулин те кунта халӑх йышлӑхӗ тикӗс мар. Халӑх йышӗнчен ҫурри Гётеборг районӗнче пурӑнать. 1996 ҫулта лен халӑхӗн 83 % 311 ял-хулара пурӑннӑ, вӗсенчен чи пысӑккисем — Гётеборг, Мёльндаль, Бурос, Тролльхеттан, Шёвде, Уддевалла, Лидчёпинг, Алингсос тата Венерсборг.

Административлӑ пайланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лен 49 коммунӑран тӑрать.

Коммуна Коммуна Коммуна Коммуна
1 Але 16 Лерум 31 Сутенес 46 Чёрн
2 Алингсос 17 Лилла-Эдет 32 Танум 47 Эккерё
3 Бенгтсфорс 18 Лидчёпинг 33 Тьоребуда 48 Эссунга
4 Боллебюгд 19 Люсечиль 34 Тибру 49 Ю
5 Бурос 20 Мариестад 35 Тидахольм
6 Вара 21 Марк 36 Транему
7 Венерсборг 22 Меллеруд 37 Тролльхеттан
8 Воргорда 23 Мёльндаль 38 Уддевалла
9 Гётеборг 24 Мункедаль 39 Ульрисехамн
10 Гресторп 25 Омоль 40 Уруст
11 Гулльспонг 26 Партилле 41 Фальчёпинг
12 Дальс-Эд 27 Свенъюнга 42 Ферьеланда
13 Йётене 28 Скара 43 Херръюнга
14 Карлсборг 29 Стенунгсунд 44 Херрюда
15 Кунгэльв 30 Стрёмстад 45 Шёвде

Вестра-Гёталанд лен экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ. Ӗҫ вырӑнӗсен ытларах пайӗ Гётеборг районӗнче вырнаҫнӑ, Тролльхеттан-Венерсборг, Бурос тата Шёвде районӗнче — сахалрах. Ял хуҫалӑхӗ Венернпа Веттер хушшинчи тӑрӑхра пысӑк вырӑн йышӑнать. Сухалакан ҫӗрӗсем ленӑн 21 % яхӑн лаптӑкне йышӑнаҫҫӗ, ку вӑл ҫӗршывӑн унашкал мӗнпур ҫӗрӗнчен 18 % шутланать. Лен экономикинче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пысӑк вырӑн йышӑнать. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сурӑхсен йышне илес пулсан Вестра-Гёталанд Швецире пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, сыснасен йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.

Ленра вӑрман хуҫалӑхӗпе пулӑ тытасси аталаннӑ. Ҫӗршывра пулӑ тытнин калӑпӑшне пӑхсан кунта ҫуррине тытаҫҫӗ. Вестра-Гёталандра промышленность та аталаннӑ: кунта автомобиль кӑларасси, машина тӑвасси, нефть тирпейлесси, хими промышленноҫӗ ытти те пур. Ҫӗршыври промышленноҫри кашни пиллӗкмӗш ӗҫ вырӑнпе тенӗ пекех ҫак лен тивӗҫтерет.

Паллӑ вырӑнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Швеци ленĕсем

Блекинге | Даларна | Готланд | Евлеборг | Халланд | Емтланд | Ёнçёпинг | Кальмар | Крунуберг | Норрботтен | Сконе | Стокгольм | Сёдерманланд | Уппсала | Вэрмланд | Вэстерботтен | Вэстерноррланд | Вэстманланд | Вэстра Ёталанд | Эребру | Эстерйёталанд