Википеди:Регистраци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Википедире регистрациленни кирлех те мар. Унсă та ĕçлеме пулать. Çапах та регистрациленĕ тата курăнакан хутшăнакансене хăшпĕр хушма функцисем пур, вĕсемпе Википедире ĕçлеме канлĕрех.

Ӗçлев принципĕ[кодне тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: Википеди:Шанăç политики.

Пахалăхсем[кодне тӳрлет]

Кашни курăнакан хутшăнакана Википедире вулама тата редакцилеме çăмăллатакан страница пуххи уйăрса параççĕ.

Пайăр страницăра ыттисем пĕлччĕр тесе хăвăр çинчен каласа пама пултаратăр, çаплах пурĕ те Википедири сирĕн ӳсĕме кураççĕ. Пайăр страница — Википедири урăх хутшăнакансемпе калаçăва тытса пымалли мел.

Сӳтӳ-яву — уçă пайăр почта йĕнни. Унта Википедири хутшăнусене сӳтсе яваççĕ. Хутшăнакан майлаштарусенче хăйĕн электронлă почтăн адресне кăтартнă пулсан, урăх хутшăнакансем Википеди хутлăхĕпе адреса курмасăрах çырусем яма пултараççĕ, çакна пула хутшăнакан спамран хӳтĕленет.

Хутшăнаканăн сăнав тата «анчах тӳрлетнĕ йышĕнчи» страницăсене çӳрма хулăм шрифтпа палăртаççĕ, вĕсем улăштарнă йĕркепе йыш страницинче (юлашкинчен пуçласа малтанхисем таран) (Ятарлă:Watchlist) вырнаçнă.

Курăнакан хутшăнакансем кăна Википеди сăнне майлаштарма пултараççĕ.

Кăрăслăхсем[кодне тӳрлет]

Хутшăнакансен страницисем GFDL лицензипе ĕçлеççĕ, çавăнпа та вĕсене кирек кам та улшăну (хăш чух лайăхах мар хыпарлă) кĕртме пултарать тата вандализм та тивет.

Епле регистрациленмелле[кодне тӳрлет]

Йывăрлăх?
Эхер те эсир IP-адреса чарак лартнипе, регистрациленме пултараймастăр пулсан администраторсенчен пулăшу ыйтăр!

Эхер эсир регистрацилеме шутланă пулсан, çӳлти сылтăмри «Представиться системе» тӳме çине пусăр. «Представиться системе» ятарлă страница уçăлать.

«Зарегистрируйтесь» çине пусăр. Хăвăра валли ят суйласа илĕр. Википедири ытти хутшăнакансене çывăхрах ята ан йышăнăр — пăтăрмахсем тата çилленӳ тухма пултарать.

Википедире хăвăрăн шута илӳ çырăвĕн вăрттăн сăмахне (пароле) кĕртĕр, хыççăн тепĕр уçлăхра тепĕр хутчен вăрттăн сăмаха кертĕр. Пароле манса ан кайăр, урăх çын ан пĕлтĕр тесе пароле кăткăсрах шутласа илĕр. Google сĕнĕвĕсемпе паллашăр.

«Помнить мою учётную запись на этом компьютере» функцие чĕртмелле мар, эхер эсир хăвăрăн компьютерпа ĕçлеместĕр пулсан, мĕншĕн тесен çак компьютерпа усă куракан урăх çынсем Википедие сирĕн ятпа кĕме пултараççĕ, вара урăх çын тунă ĕçсене сирĕн çине хураççĕ, хăшпĕррисене эсир шутламан ĕçсене тума пултараççĕ.

«Ваш адрес электронной почты» чӳречере çырнă адрес Википеди почипе усă курнă чухне курăнмасть тата виççĕмĕш çынсен куçĕ тĕлне пулмасть. Эхер эсир Википедирен тӳрех çырусем илес маар тесен, çак пункта каярах пайăр майлаштарусенче улăштарăр.

Суйланă уйсене çырнă хыççăн «Зарегистрировать нового участника» тӳмене пусăр.

Системăна епле кĕмелле[кодне тӳрлет]

Википедие хăвăр ятпа кĕрсе ĕçлес тесен, «Представиться системе»(Сайтăн çӳлти сылтăм кĕтесĕнче) ятарлă страницăна куçăр.

Регистрациленнĕ ята улаштарма пулать-и?[кодне тӳрлет]

Вики-проекта хутшăнаканăн ятне бюрократ çеç улăштарма пултарать. Бюрократсем патне ятарлă страницăра е вĕсем патне çырăр.

Ят пĕчĕк сас паллинчен пуçланма пултарать-и?[кодне тӳрлет]

Апла мар, Википедире хутшăнакансен ячĕсене, страницăсен ячĕсене пекех, яланах пысăк сас паллинчен пуçлаççĕ. Регистрациленнĕ хыççăн эсир хутшăнаканăн ятне алпуснă çĕртре улăштарма пултаратăр, çаплах хăвăрăн хутшăнакан страница ятĕнче ({{ пĕчĕк сасă палли ячĕ}} шаблонпа усă курса), анчах та ятарлă страницăсенче, çав шутра статья историйĕ е хутшăнаканăн ӳсĕм страници, сирĕн ята пысăк сасă паллинчен пуçласа çыраççĕ.

Пĕрлĕ шута илӳ çырăвĕ[кодне тӳрлет]

Кун-çул майĕпе, Фонд Викимедиа кашни проекчĕн, Википедин кашни уйрăмĕн пекех, хăйĕн уйрăм (никама пăхăнман) регистраци. Ютçĕр википедисенче пекех, кашни тăван проектра та, тĕслĕхрен Викикĕнекере е Викисăмахсарта хăйĕн регистрацийĕ пур.

Халĕ çак кансĕр те йĕксĕк системăран уйрăласшăн, Фондăн пур проекчĕсенче витĕрех пĕр регистрации йĕркине тăвасшăн, анчах историлле пулса кайнă ятсен пăтранчăкĕ пур, çавăн пекех историлле пулса кайнăскер — хăш пĕр пекрех ятсене тĕрлĕ проектсенче тĕрлĕ хутшăнакансем суйласа йышăннă. Çавăнпа, эхер сирĕн шута илнисем Фондăн темиçе проекчĕнче пулсан, вĕсене пĕрлештермелле шухăш пулсан çакнашкал ĕçсене тумалла:

  1. Хăвăра валли пĕрлешӳллĕ ят суйласа илĕр: май пулнă таран вăл палласа илмелле курăнтăр, çапах та епле те пулин проектри хастар хутшăнаканпа хирĕçĕве кĕрес мар тесен унăн ятне ан илĕр;
  2. Пĕрлештермелли шута илнисен суйланă ятсем пурине тĕрĕслесе илĕр; ун пек пулмасан кирлĕ проектсенчи бюрократсен пулăшăвĕпе вĕсене суйланă ят çине улăштарăр;
  3. Special:MergeAccount страницине куçмалла; указать пароли для тех учётных записей, где они отличаются от пароля на основной;
  4. Чăрмавсем пулсан (Сирĕн ятлă, анчах Сирĕн мар шута илнĕ ятсем пулсан) сăрмавлă проектсенчи бюрократсенчен * узурпаци пирки ыйтăр, хыççăн каллех унченхи пункта таврăнăр;
  5. Шута илнисене пĕрлештермелле те урăх проектсем çинчи чăрмавсем пирки манса каймалла.

Çакна асра тытмалла: пĕрлĕшӳллĕ шута илнисене улăштарма май çук.

Çавăн пекех пăхăр[кодне тӳрлет]