Википеди:Статьясене ят парасси
Статьясене ят парасси, — кунта статьясене епле ят памалли пирки çырса кăтартнă. Статьясене хатĕрленĕ чухне ку йеркесене пăхăнмалла.
Пĕтĕмĕшле
[кодне тӳрлет]Пысăк саспаллисем
[кодне тӳрлет]Статья ячĕ пысăк саспаллирен пуçланмалла. Ытти саспаллисем вара пĕчĕк пулмалла. Пĕрремĕш саспаллисĕр пуçсăр ыттисене пысăкран орфографи правилисем çапла калаççĕ пулсан çеç çырмалла.
Пĕрреллĕ хисеп, тĕп падеж
[кодне тӳрлет]Ытларах чухне статья ячĕ пĕрреллĕ хисепре, тĕп падежра пулмалла.
Ё саспалли
[кодне тӳрлет]Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенче ё усă курăнать пулсан ё çырмалла, е мар.
Тĕрлĕ пĕлтерĕшсем
[кодне тӳрлет]Енчен те статья ячĕн темиçе пĕлтерĕш пур пулсан, статья ятĕнче пĕлтерĕшне (ăна скобкăра çырмалла) кăтартмалла.
Чăваш чĕлхи
[кодне тӳрлет]Википедин ку уйрăмĕ чăвашла çырăнать. Çавăнпа та статья ячĕсем (çавăн пекех статья тексчĕ) чăвашла пулмалла. Енчен те статья ячĕ валли латин саспаллине усă курасси ытларах сарăлнă пулсан (тĕслĕхрен, Mozilla Firefox), ăна латин саспаллисемпе çырма юрать.
Кавычкăсем
[кодне тӳрлет]Статья ятне панă чухне кавычкăсене усă курмалла мар. Статья ячĕ кавычкăсăр пулмалла.
Уйрăм самантсем
[кодне тӳрлет]Урăх чĕлхерен илнĕ ятсем
[кодне тӳрлет]Çын ячĕсем
[кодне тӳрлет]Географи вырăнĕсем
[кодне тӳрлет]Уйрăм çын çинчен çырнă статьясем
[кодне тӳрлет]Ятсене çапла памалла: Хушамат Ят Ашшĕ ячĕ. Тĕслĕх: Иванов Иван Иванович. Енчен те çынăн паллăрах псевдонимĕ (хушма ячĕ) пур пулсан — ăна усă курмалла. Чăн ятĕнчен вара куçаракан каçă лартмалла. Сăмахран, Петĕр Хусанкай çинчен каласа паракан статья ячĕ Петĕр Хусакай пулмалла, Хусанкай Пётр Петрович статьяра унта куçаракан каçă лармалла.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |