Википеди:Терминсемпе усӑ курмалли йӗрке
Курӑнакан калӑплав
| Çак страница чăваш Википедин йĕркесемпе ертӳлĕхсен пайĕ шутланать. Кунта çырса хунине мĕнпур хутшăнакан пурнăçлама тивĕç. Тӳрлетес умĕн улăштарнисем консенсуса татăçуллă пулнине пăхса ĕненĕр. Эхер те иккĕленетĕр пулсан, канашлура е сӳтсе явмалли страницăра çак ыйтăва пăхса тухăр. |
Википеди:Терминсемпе усӑ курмалли йӗрке — Википедире мӗнле термина суйламаллине палӑртакан йӗрке.
Тĕп ăнлавсем
[кодне тӳрлет]- Термин — пӗр-пӗр япалана е пулӑма палӑртма усӑ куракан сӑмах.
Тӗп принципсем
[кодне тӳрлет]- Википеди терминсене тӗрӗслемелли вырӑн мар (май ҫитнӗ таран ҫирӗпленнисемпе усӑ курмалла);
- Терминсене хальхи орфографипе килӗшӳллӗн хатӗрлемелле;
- Терминсене суйланӑ май чи малтанах хальхи вӑхӑтра усӑ кураканнине илмелле;
- Темиҫе термин усӑ курӑнать пулсан — вӗсенчен пӗрине пӗрле сӳтсе явса суйламалла;
- Термин ӑнлануллӑ пулмалла, ыттисемпе пӑтраштару пуҫармалла мар;
Хушма йӗркесем
[кодне тӳрлет]- Вӑл е ку термин тивӗҫтермест пулсан, уйрӑмах, хальхи вӑхӑтра терминпа сахал усӑ курнӑ пулсан, кашни ҫӗннине, хӑй вариантне сӗнме пултарать. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн унпа усӑ курма май пур.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
[кодне тӳрлет]