Виши режимĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шаблон:Франци кун-çулĕ Виши режимĕ (фр. le régime de Vichy); официаллă ячĕ Франци патшалăхĕ (фр. l'État français) — нацилĕх Германи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пуçламăшĕнче Францие парăнтарса, Париса 1940 çулта йышăнса Çурçĕр Францине оккупацийĕ тапхăрĕнчи Кăнтăр Францири коллабораци режимĕ. 1940 çулхи утăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи акан 22-мĕшĕччен тытăнса тăнă(де-факто 1944 çулхи çурлан 25-мĕшĕччен ). Официаллă нейтралитет политикине тытса пынă.

Ятне Виши курорт хулинчен илнĕ, кунта 1940 çулхи утă уйăхĕнче, диктатор влаçне Анри Филипп Петен маршала панă Наци пухăвĕ иртнĕ; çак Виççĕмĕш республика пăчланнине пĕлтернĕ. Петен правительстви малашне Вишире тăнă, çав вăхăтра çурçĕр Франципе Парис нимĕç çарĕсем айĕнче пулнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Германи пĕтĕм Францие оккупациленĕ, çак самантран правительство влаçĕн ячĕ çеç юлнă. 1944 çулхи çурла вĕçĕнче Париса ирĕке кăларсан, правительство Францирен тухса тарнă та 1945 çулхи ака уйăхĕчченех ют çĕрте ĕçленĕ.

Оккупантсемпе пĕрĕçлев[тӳрлет]

1940 çулхи юпа уйăхĕнче Китлĕрпе куçа-куçăн курса калаçса Петен Францие нацистсемпе «пĕрĕçлеме» (фр. collaborer) чĕннĕ.

Виши режимĕ герман политикин пĕрлехи юхăмĕпе юртса пынă, еврейсене, чикансене, коммунистсене, масонсене хирĕçле кĕрешнĕ; Франци территоринче СС тата гестапо герман чаçĕсем те, хăйсен репресси йĕркеленĕвĕ — «Милиция» (1943 çултанпа) — ĕçленĕ.

Шалти политика[тӳрлет]

Идеологипе Виши режимĕ халăх йăлин хаклавĕсене пăхăнса тăнă. Франци республикине пĕтерсе Германипе пĕрлешĕве кĕнипе «Наци революцийĕ» (Révolution nationale) пулса иртнĕ тесе шутланă. Франци республикин «Ирĕклĕх, танлăх, тăванлăх» йыхравне «Travail, Famille, Patrie» («Ĕç, Çемье, Тăван Çĕршыв») çине куçарнă. Виши режимĕн гербĕ вăтам ĕмĕрти франциска-пуртă пулнă. Официаллă «Марсельеза» гимн шутланнă, анчах та нимĕçсем ăна чарнă, çапла вара чăннипе гимн вырăнне Петена халалланă «Маршал, эпир кунта!» (фр. Maréchal, nous voilà !) юрра шăрантарнă.

Петен хăйĕн инициативипе тĕрĕслев территоринче семитсене хирĕçле саккунсене кĕртнĕ, еврейсене лагерьсене хупнă, хăш пайне нимĕç çарĕ йышăннă территорие куçарнă.

Режима майлă ĕçченсем, сăмахран, премьер пулса ĕçленĕ П. Э. Фланден, Францин пулас президенчĕ Ф. Миттеран, вăрттăн Франци Хирĕçлевне пулăшса тăнă.

Тĕнчери лару-тăру[тӳрлет]

Филипп Петен Адольф Китлĕре алă парать.

Пайăр çынсем[тӳрлет]

Правительство аслă канашĕ[тӳрлет]

Çар ĕçченĕсем[тӳрлет]

Урăххисем[тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]