Волков Александр Александрович (президент)
Волков Александр Александрович, — Удмурти Республикин пĕрремĕш президенчĕ. 1951 çулхи раштавăн 25 Брянск хулинче çуралнă. Авланнă, икĕ ачаллă.
Экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ строителĕ. Патшалăх тата чиркӳ паллисене тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Брянскри строитель техникумне тата Пермьри политехника институтне веренсе тухнă.
1986 çулта Глазов хула исполкомĕн ертӳçи вырăнне йышăннă. 1989 çултанпа Ижевскра ĕçлеме тытăннă. Малтан унта Удмурти Республикин патшалах планĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă, кайран архитектурăпа çурт хывас патшалăх комитечĕн председателĕ пулнă. Çав вăхатрах вăл Удмурти Республикин Министрсен Совечĕн председателĕн çумĕ пулнă.
1993 çултанпа Удмурти Республикин Министрсен Совечĕн председателĕ, Раççейĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Совечĕн депутачĕ пулнă. 1995 çулта Удмурти Республикин Патшалăх Совечĕн председателĕ вырăнне йышăннă, 2000 çулта вара Удмурти Республикин президентне суйласа илнĕ. 2004 çулта та ăнах президент вырăнне суйланă.
2017 çулхи çу уйăхен 20-мĕшĕнче Германире вилнĕ.[1]