Контент патне куҫ

Вупăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вупăр, — усал-тĕсĕл. Нумай халапсенче вăл уйăха, хĕвеле çиет. Кунпа хĕвеле уйăх хуплани (хĕвел тĕттĕмленни), уйăх катăлнине ăнлантарнă.

Вупăр çынсене пусать теççĕ. Вупăр пуснă чухне çывăракан çын ни хускалма, ни сăмах калама пултараймасть. Вупăр, чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, ватăлса-йӳтесе кайнă карчăксенчен пулать. Вĕсем халапсем тăрăх кашни каç çынсене пусаççĕ, пусмасан хăйсем вăйлă чирлеççĕ. Вупăр урăх ан килтĕр тесен чăвашсем хăйсене Вупăр пусни çинчен чĕрчуна каласа памалла пулнă. Пăшал па та пеме сĕннĕ.

Сасартăк вăрансан вупăр тарать. Вара пӳртре ют хура кушака, е урăх япалана тупсан ăна пăсмалла пулнă, кушака мĕнле те пулин сиен тумалла пулнă. Çав сиенсем вара вупăра çăврăннă çын çинче кайран тухнă. Тĕслĕхрен, кушак урине хуçсан выпăр çыннин ури хуçăлнă.

Ку сăнар ытти халăх мифологиĕсенче тĕл пулакан Упырьпе пĕр тан шутланать.

  • Басилов В. Н. Вубар // Мифы народов мира. в 2-х т. — М. : Советская энциклопедия, 1988.