Контент патне куҫ

Выçлăх (фильм, 1966)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Выçлăх пăхăр.
Выçлăх
Sult
Фильм постерĕ
Жанр арт-хаус
драма
Режиссёр Хеннинг Карлсен
Продюсер Горан Линдрен
Бертиль Ольссон
Сценари
авторĕ
Хеннинг Карлсен
Петер Сиберг
Тĕп рольсенче Пер Оскарссон
Оператор Хеннинг Кристиансен
Композитор Кшиштоф Комеда
Кинокомпани Athena Film
Тăсăлу 111 мин.
Патшалăх Дани Дани
Швеци Швеци
Норвеги Норвеги
Çул 1966
IMDb ID 0061042

«Выçлăх» (норв. Sult) — дан-швед-норвег хура-шурă илемĕ фильмĕ, арт-хаус драми. Режиссёр — Хеннинг Карлсен. Премьери 1966 çулта иртнĕ. Тăр-пĕччен Понтус çыравçă ролĕнче — Пер Оскарссон. Кнут Гамсун çыравçăн пĕр ятлă романне экранизациленĕ ĕç.

Премьерă хыççăнах фильма скандинави патшалăхĕсен пĕрремĕш ăнăçлă пĕрлехи ĕçĕ пулать. Тăван çĕршывсенче, кинотеатрсенче тăрса алă çупнă, киноаналитиксем ăна арт-триумфĕ тенĕ.

Фильм пире 1890 çула, Христиания хулана (халĕ Осло) илсе каять. Чухăн та пĕччен çыравçă (Пер Оскарссон) хуларан яла куçса каять. Выçса çитнипе, вăл, хăйĕн жилетне темиçе цент чухлĕ хак парса спекулянта сутать, укçине вара, çавах, ыйткалакана парать.

Понтус вырăнти хаçат валли статья çырать, çырнине тĕп редактора (Хенки Кольстад) кăтартать. Леш темиçе йăнăша асăрхать те çыравçăна ĕçне юсама сĕнет. Мăнăлăх тулса килнипе Понтус тӳрлетмест те малалла хăйĕн çулĕпе апат шыраса утать. Урамра вăл йытă валли тесе шăмă ыйтса тăрать. Шăмă алла лексен, ăна вăл тăкăрлăка кĕрсе кăшлать. Апатланнă хыççăн Понтус хăйĕн тахçанхи тусне тĕл пулать, лешĕ ăна пулăшма пулать, укçа сĕнет, анчах та мăнăç туйăмĕ каллех шеремете аяккалла пăрать.

Юлашкинчен, Понтусăн хваттершĕн тӳлеме пултарасси те пăчланать, хуçайкă ăна урама хăваласа кăларса ярать. Выçлăх çыравçăн ăс-тăнне хупăрлть: ăна галлюцинаци çавăрттарать. Пĕррехинче вăл Йлайали (Гуннель Линдблум) ятлă хӳхĕм хĕрпе паллашать. Финал сценинче Понтус, кĕтмен çĕртен темĕнле импульс пырса çапнипе, карап çине ĕçе кĕрĕшет. Кĕçех вăл тинĕсе тухать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Метте Хьорт, Иб Бондебьёрг The Danish Directors: Dialogues on a Contemporary National Cinema. — Intellect Books, 2000.
  • Эндрю К. Нестинген Transnational Cinema In A Global North: Nordic Cinema In Transition. — Wayne State University Press, 2005.