Контент патне куҫ

Вышний Волочек районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вышний Волочёк районĕ, — Тверь облаçĕн çурçĕр енче вырнаçнă районĕ. Район тĕпĕ Вышний Волочёк хулинче вырнаçнă.

Район лаптăкĕ 3 389 çх2. Хĕвеланăç енче Фирово районĕ, хĕвелтухăç енче — Максатихăпа Спирово районĕсем, кăнтăр енче Торжокпа Кувшиново районĕсем, çурçĕр енче — Бологоепа Удомеля районĕсем вырнаçнă.

Тĕп юханшывсем: Цна, Мста, Тверца.

Района 1929 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Малтан Мускав облаçĕн Тверь округне кĕнĕ. 1935 çулта Тверь облаçне туса хунă хыççăн унта кĕнĕ. Район чиккисем темиçе хут та улшăннă. Хальхи чикĕсем 1972 çултанпа тытăнса тăраççĕ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 27,2 пин çын (2006) пурăнать.

2006 çултанпа район 15 тăрăхран тăрать. Вĕсенчен хула тăрăхĕсем — 1, ял тăрăхĕсем — 14.

Район тăрăх Мускав-Санкт - Петербург автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ.

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]