Гаврилов Николай Федорович

Николай Федорович Гаврилов | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1958 çул, авăнăн 14-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Янкăлч ялĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен, ССРС | |||||
Пăхăнулăх |
![]() ![]() | |||||
Çар ăрачĕ | ФСБ | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1975- | |||||
Хисеп |
![]() | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Афган вăрçи 1979-1989 | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Гаврилов Николай Федорович- 1958-мĕш çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă. Раçççей паттăрĕ (2002), генерал-лейтенант - 2007.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хĕçпăшаллă Çарта 1975-мĕш çултанпа. 1979-мĕш çулта Сызранти çар аслă училищинчен отличипе вĕренсе тухнă хыççăн Чикĕ çарĕсенче хĕсметре тăрать [1]. Вăтам Ази Чикĕ Çар округĕнчи вертолет чаçĕсенче службăра пулнă. Вертолет командирĕ, звено командирĕ, эскадрилья командирĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Ми-8, Ми-24 тата Ми-26 вертолетсемпе вĕçнĕ.
1979-1987-мĕш çулсенче Афганистанри çапăçусене хутшăннă, 2000 ытла хут вĕçев тунă.
1987-1990-мĕш çулсенче Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар академинче вĕреннĕ. Ана отличипе пĕтернĕ хыççăн Вăтам Азири вертолет полкĕн командирĕн çумĕ пулнă.
1992-1999 мĕш çулсенче Федераллă чикĕ службин ăслăлăх-тĕпчев техника центрĕн ăслăлăх сотрудникĕ - аслă летчик-испытатель. 1993-мĕш çулта Громов ячĕллĕ ЛИИ çумĕнчи летчик-испытательсен шкулне пĕтернĕ.
1999-мĕш çултанпа Гаврилов Н.Ф. Федераци хăрушсăрлăх службин авиаци управленин начальникĕ.
Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Раççей Паттăрĕ - 2002.
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн - III шайри.
- медальсем.
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ çар летчикĕ;
- Çар летчикĕ-снайпер;
- 1-мĕш класслă летчик-испытатель.
- Янкăлч вăтам шкулне ун ятне панă, унта Гаврилов музейĕ ĕçлет.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Кун-çулĕ
- Гаврилов çинчен Янкăлч шкулĕн сайчĕнче(ĕçлемен каçă)
- Дмитрий Шпаро Гаврилов çинчен Архивленĕ 19 Авӑн уйӑхӗн 2018 çулта.
- Янкăлчри шкул музейĕнче
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Генерал-лейтенантсем (СССР)
- Раççей Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Çынсем, алфавитпа
- Авăнăн 14-мĕшĕнче çуралнисем
- 1958 çулта çуралнисем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем
- Чăвашран тухнă генералсем