Галилей улшăвĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Галиле́й улшăвĕсем (Галилей трансформацийĕсем) — классикăлла механикăра (Ньютонла механикăра) тата релятивизмла мар квантла механикăра: координатсен тата хăвăртлăхăн пĕр инерциаллă тытăмран тепĕр инерциаллă тытăма куçсан пулакан трансформацийĕ[1]. Терминf Филипп Франк [[1909 ]-мĕш çулта сĕннĕ[2]. Галилей улшăвĕсем Галилейĕн танлаштарулăх принципĕ çине таянаççĕ, вăл вара кашни пуçлав тытăмĕнчех вăхăт пĕр пек шунине пĕлтерет («абсолютлă вăхăт»[3]).

Галилей улшăвĕсем Лоренц улшăвĕсен хăвăртлăхсем çутă хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех чухнехи тата вĕçĕр мар уçлăхри чикĕлле тĕслĕхĕ пулаççĕ. Калăпăр, Хĕвел тытамĕнчи планетăсен хăвăртлăхĕсен тĕлĕшпĕ ку çав тери пысăк тĕллĕхпе тĕл килет.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Чат кинематикăпа çеç сыхăннине кура, Галилей улшăвĕсем инерциаллă мар пуçлав тытăмĕсем енĕпе те тĕрĕс — анчах та вĕсем пĕр-пĕрин тĕлĕшпе пĕр тикĕс те тÿрĕ йĕрлĕн тата тапрануллăн куçсан çеç. Çапла вара кунта инерциаллă тытăмсем пирки кăна калани пурпĕрех вырăнлă.
  2. ^ Frank P. /Sitz. Ber. Akad. Wiss. Wien.—1909.— Ila, Bd 118.—S. 373 (esp. p. 382).
  3. ^ Абсолютлă вăхăт тенинчен физикăра ХХ ĕмĕртен пуçласа пăрăнма тивнĕ