Контент патне куҫ

Геноцид

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Геноци́д (грек γένος — ăрат, йăх тата лат. caedo — вĕлеретĕп) — епле те пулин наци, этнос, раса е тĕн ушкăнне пĕтĕмпех е пайне пĕтерес шухăшпа тăвакан ĕç-пуçсем:

  • çак ушкăнăн пайташĕсене вĕлерни;
  • вĕсен сывлăхне йывăр сиен кӳни;
  • çак ушкăнра ача çуратаслăха пĕтерес ĕçсене йĕркелени;
  • ачасене туртса илни;
  • çак ушкăна пĕтĕмпех е пайне пĕтерес тĕллевпе ятарласа пурнăçри кирлĕ майсене туса хуни.

1948 çултанпа геноцида ПНО тĕнчери киревсĕр ĕç тесе шутлать.

Этемлĕх кун-çулĕнче геноцид тĕслĕхне чылай, авалхи вăхăтран хальхи кунсене çити, тупма пулать. Уйрăмах çак халăха пĕтерекен вăрçăсемпе тустару-çарату харçисенче, шалти этнос тата тĕн тĕкĕшĕвĕсенче, европа патшалăхĕсен колони империсене тунă чухне питĕ вичкĕн курăнать.

Терминăн кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Геноцид» термина пĕрремĕш калаçăва 1943 çулта поляк юрисчĕ еврейрен пулса тухнă Лемкин Рафаэль кĕртнĕ, тĕнчери право статусне вăл Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен, 1948 çулхи раштав уйăхĕнче этемлĕхе хирĕçле питĕ йывăр киревсĕр ĕç ăнлавĕ («Геноцид киревсĕр ĕçе малтан асăрхаттарас тата уншăн айăплас конвенци») евĕр кĕртнĕ.

Йышăнни тата яваплăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геноцида тĕнчери пуçиле ĕç вырăнне хураççĕ. Сăмахран, Раççей Федерацинче этемлĕхĕн лăпкăлăхĕпе хăрушсăрлахне хирĕç киревсĕр ĕç тесе геноцидшăн пуçилли яваплăхĕ лекет (ст. 357 Уголовного кодекса).

Çапах та, геноцид фактне тĕнче шайĕнче йышăнни йывăр шутланать. Геноцид актне тунă тесе айăпланă чухне, влаç ăна хăй çине илмест, тăтăшах малтан влаçра пулнисен геноцид актне влаçа илсе юлакансем йышăнаççĕ. Геноцида уйрăм виççĕмĕш патшалăхсем кăна йышăнаççĕ.

XX ĕмĕрти паллă геноцидсем (хронологилле):

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]