Контент патне куҫ

Гергарт арманĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гергарт арманĕ (Грудинин арманĕ) — Сталинград çапăçăвĕн хаярлăхне кăтартакан символ пулса тăнă арман ишĕлчĕкĕсем. Вăрçа яланах асăнма майламасăр хăварнă. Сталинград çапăçăвĕн музей-панорамин шутне кĕрет.

1904-мĕш çулта хута янă, хăйĕн вăхăтĕнче малти шайри предприяти пулнă. Хăйĕн электрогенератор, котельный пулнă. 1922-мĕш çулта компарти ячейкин секретарне, арманти токаре Константин Грудинина асăнса Грудинин армане ят панă, Сталинградри 4-мĕш арман шутланнă. Арманăн кăнтăр енче Александр Гергартăн, арман хуçин ятне çырса хунă.

Сталинград çапăçăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арман 1942-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчен ĕçленĕ. Çак кун çурт çине фугас бомбисем лекеççĕ. Батраков М.С. генералăн 42-мĕш бригади каялла чакса Юханшыв вокзалĕ патĕнче çапăçнă. 14.09.1942 каçхине Родимцев генералăн 13-мĕш гварди стрелоксен дивизийĕ Атăл урлă каçса катастрофана сирсе яма пултарнă. Владимир Червяков лейтенант ертсе пырака 42-мĕш стрелоксен полкĕ армана йышăннă. Авăнăн 20-мĕш патне фронт линийĕ йĕркеленнĕ, арман хула варринчи совет салтакĕсен тĕп вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă (Павлов тата Заболоцкий çурчĕсемпе пĕрле). Арман çурчĕ - вăрçă хыççăн ятарлă юсамасăр хăварнă 3 çуртан пĕри. Унсăр пуçне - Людинов утравĕнчи 138-мĕш дивизин командир пункчĕ тата "Хĕрлĕ Октябрь" заводăн тĕп завод лабораторин çурчĕ[çăлкуç?]ю