Гетерогенлă тытăм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Гетерогенлă тытăм (грек ἕτερος — тĕрлĕ; γένω — çуратас) — пайлану чиккипе пайланнă пĕр тикĕс пайсенчен (фазăсенчен) тăракан пĕр тикĕс мар тытăм. Пĕр тикĕс пайсем (фазăсем) пĕр-пĕринчен палăрăмĕсемпе тата мĕнрен тăнипе уйрăлса тăма пултараççĕ. Япалалăхсен (компонентсен), термодинамикăлла фазăсен тата ирĕклĕх капашĕсен шучĕ пĕр-пĕринпе фазăсен йĕркевĕпе çыхăннă. Гетерогенлă тытăмăн фазисене пĕр-пĕринчен механикăлла меслетсемпе уйăрма май пур[1]: (тăрăлтарса, фильтрласа, магнитпа сепарацилесе т. ыт. те). Тĕслĕхсем: шĕвек тата кӳпĕннĕ пăс; кӳпĕннĕ ирĕлчĕк тата тĕпне ларни; нумай шăранчăксем. Газ е шĕвек юхăмĕнчи хытă катализатор каллех гетерогенлă тытăм (гетерогенлă катализ). Техникăри тĕслĕхсем: кирпĕч тата чул купалавĕсем, унта купаламалли элементсем (кирпĕч, çутçанталăкри тата юрилле чулсем, блоксем тата ытти те) тата çурттăвăмлăх ирĕлчĕкĕ пур.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Гетерогенная система // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
  • Новиков И. И., Зайцев В. М. Термодинамика в вопросах и ответах. — М.: Госатомиздат, 1961. — 144 с.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]