Гималай тăвĕсем
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Йăнăш: «Пуçелĕк» класа Геокар шаблонра кăтартман.
Анлăшĕ350 çм км
Йăнăш: «Пуçелĕк» класа Геокар шаблонра кăтартман. Йăнăш: «Пуçелĕк» класа Геокар шаблонра кăтартман.
К:Çутçанталăкри географи объекчĕсем, алфавитпаК:ТĔР:ГЕО:Юлашки тӳрлетни: пĕр çул ытла каярах
Гималай (санскр. हिमालय, himālaya?, «юр сыхлавçи») —Çĕр çинчи чи çӳллĕ ту системи. Гималай Тибет туçийĕпе (çурçĕрте) Инди-Ганг тӳремĕ (кăнтăрта) сарăлса ларать; Тĕп Азири пушхир тăвĕсемпе Кăнтăр Азири тропик ландшафчĕсем хушшинчи климата тата çутçанталăка уйăракан чикĕ.
Инди, Непал, Китай, Пакистан, Бутан территоринче вырнаçнă. Тасăлăвĕ 2400 çм ытла, анлăшĕ 350 çм çити. Ту виркĕсĕн вăтам çӳллĕшĕ 6000 м яхăн, чи çӳлли 8848 м — Джомолунгма (Эверест) тăвĕ. Чылай тăрри 8000 м çӳллĕ.
Гималай альпă орогенез вăхăтĕнче йĕркеленнĕ. Тăвăн кăнтăр ту умĕсем ытларах хăйăрлăхпа конгломератран тытăнса тăраççĕ, тĕп тайлăмĕсемпе тĕнĕл зони — гнейсран, кристалл сланцĕнчен, гранитран, филлитран тата урăх кристалл тата метаморфи чул-тăпринчен тытăнса тăрать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гималай тăвĕсем Инд-Ганг айлăмĕнче 3 сийпе капăланса вырнаçнă: Сивалик (Гималай умĕ), Кĕçĕн Гималай (Пир-Панджал, Дхаоладхар тата урăх ту хырçисем) тата вăрăм айлăмсемпе (Катманду, Кашмир айлăмĕ тата урăххисем) уйăрăлса тăракан Мăн Гималай, вăл Ассам, Непал, Кумаон тата Пенджаб Гималайне пайланать. Мăн Гималай хысакĕ альпи тĕслĕ, унăн çӳллĕшĕн уйрăмлăхĕсем пысăк, пăрланăвĕ (лаптăкĕ 33 пин çм² ытла) хăватлă.
Çурçĕрти кĕскерех тайлăмĕсем Цангпо (Брахмапутра) тата Индăн тури юхăмĕн айлăмĕсемпе хĕсĕннĕ. Гималайра Кăнтăр Азири тĕп шывсем — Инд, Ганг, Брахмапутра — юхма пуçлаççĕ.
Гималайăн кăнтăр тайлăмĕнче çулла хăват муссон çил (тухăç пайĕнче çулне 4000 мм таран, анăç пайĕнче — 1000 мм çити нӳрĕк ӳкет) вĕрет. Кунта çӳллĕш йăрăмлăхĕ уйрăмах курăнать — аялтан çӳлелле улшăнса пырать (шурлăхлă джунгли), яланах симĕс тропик вăрманĕ, çулçă ӳкекен тата лăсăллă вăрман, тĕмĕсем, улăхсем. Çурçĕрти, сайра муссонлă та типĕрех тайлăмĕсене çеçенхирсемпе çурма пушхирсем чрса илнĕ. 5000 м çӳлерех— гляпь-ниваль йăрăмлă çĕр пичĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Имаус (Имаос) — авалхи грексемпе римсем Гималай ту хырçине çапла палăртнă.
Çулçӳрев
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гималай — тĕнчери альпинизм районĕ (уйрăмах Непалра) шутланать.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гималай тăвĕсем Викиампарта? |
- Географический энциклопедический словарь, М., 1986.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Азири ту системисем |
||
---|---|---|
Алтай • Антиливан • Мăн Кавказ • Баррынга • Тухăç Саян • Гандисышань • Гималай • Гиндукуш • Джугджар • Анăç Саян • Имеон • Кавказ • Каракорум • Копетдаг • Куньлунь • Кĕçĕн Кавказ • Памир • Сихотэ-Алинь • Стан сăртлăхĕ • Тянь-Шань • Урал • Хамар-Дабан • Эльбрус |