Глинкин Борис Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Борис Николаевич Глинкин 1961-мĕш çулхи утăн 26-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă. Кире пуканĕ йăтас енĕпе Европа чемпионĕ. Кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ. 1992 çулта — Европа чемпионĕ, 1994 çулта Тĕнче чемпионачĕпе кубокĕн призерĕ. Раççей кубокĕн 1991-1992 çулсенчи чемпионĕ. Чех Республикинче хăйĕн кăтартăвăпе Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

1984-мĕш çулта Глинкин Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ строительство факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕçлет. 15 çул хушшинче 150 яхăн спортсмен-разрядник хатĕрленĕ, вĕсенчен нумайĕшĕ спорт мастересем пулса тăнă.

Борис Николаевич Глинкин — Илле Иванова хÿтĕлесе алă пусас ĕçе те хутшăннă[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]