Тури Туçа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Тури Туçа
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Туçа
Координатсем 55°04′32″ с. ш. 47°46′04″ в. д. / 55.07556° с. ш. 47.76778° в. д. / 55.07556; 47.76778 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°04′32″ с. ш. 47°46′04″ в. д. / 55.07556° с. ш. 47.76778° в. д. / 55.07556; 47.76778 (G) (O) (Я)
Пуçлăх Перепелкин Николай Алексеевич
Никĕсленĕ 1620
Малтанхи ятсем Чиркÿллĕ Туçа
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429354
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 870 001
Официаллă сайчĕ каçă
Тури ТуçаРаççей çинче
Red pog.png
Тури ТуçаЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Тури Туçа, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Чиркÿллĕ Туçа ятлă пулнă.

Ялта вăтам шкул, "Сар хĕвел" (вырăсла "Сар-Хевель"[1]) ясли-сад , ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, аптека пункчĕ, халăх музейĕ вырнаçнă.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçа Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Тимĕрле çырми юхса кĕрет. Пăла урлă тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ун тăрăх Пăлан тепĕр çыранĕнче вырнаçнă Вăтаел ялне çитме пулать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яла 1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнче куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă.

Малтанхи вăхăтра çынсем çĕр айĕнчи пӳртсенче, Çĕрпӳрт çырми хĕрринче пурăннă.

Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă майăн, паллах, чăвашланса кайнă, халĕ вĕсен ачисем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.

Чĕмпĕр кĕперниĕн Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта ялта 68 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын тата 181 хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçаран тухнă полковниксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçа вăтам шкулĕ нумай çынна ăс панă, малашлăха суйласа илме пулăшнă. Унтан вĕренсе тухнисен хушшинче полковнике çитнисен йышĕ питĕ нумай:

  1. Румянцев Сергей Трифонович;
  2. Телегин Александр Семёнович;
  3. Дмитриев Анатолий Георгиевич;
  4. Корнилов Николай Германович;
  5. Пласкин Николай Васильевич;
  6. Табаков Феоктист Алексеевич.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Организацисем, чăмăртанăмсем, йĕркелĕмсем.
  2. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем
  3. ^ Чувашская энциклопедия
  4. ^ Адриановсен ачисем пурте Тури Туçара çуралнă пулмалла, анчах та, ашшĕ-амăшĕ Шетмĕре çĕр пайĕсем тытса тăнăран, çавăнта çуралнă пек хут тутарнă пулĕ аслисем пирки. Ку ыйтăва тĕплĕнрех тĕпчемелле.
  5. ^ Никитина Вера Фёдоровна
  6. ^ Сергеев Т.С. Телегин Геннадий Гаврилович. — Электронла чăваш энциклопедири статья.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]