Готлиб Даймлер
Готтлиб Вильгельм Даймлер | |
ним. Gottlieb Wilhelm Daimler | |
Чӑн ят | ним. Gottlieb Daimler |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1834 çулхи пуш, 17-мĕшĕ[1][2][…] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1900 çулхи пуш, 6-мĕшĕ[1][2][…] (65 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Арăмӗ | Emma Daimler[d] и Lina Schwend[d] |
Ачисем | Пол Даймлер[d] и Adolf Daimler[d] |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Готтлиб Вильгельм Даймлер (ним. Gottlieb Wilhelm Daimler); Доймлер хӑй (Däumler; 1834, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗ, Шорндорф, Вюртемберг патшалӑхӗ — 1900, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Штутгарт) — нимӗҫ инженерӗ, конструкторӗ тата промышленникӗ.
Вильгельм Майбахпа пӗрле Даймлер чи малтанхи автомобильсенчен пӗрне тата бензинпа ӗҫлекен шалти ҫуну двигателӗн темиҫе тӗсне туса хатӗрленӗ.
Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Готтлиб Вильгельм Даймлер Штутгарт патӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шорндорф хулинчи ҫӑкӑр пӗҫерекенӗн ывӑлӗ пулнӑ. 1847 ҫулта пуҫламӑш шкула пӗтерсен вӑл хӗҫпӑшал тӑвакана пулӑшма пуҫланӑ — икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал тунӑ. 1857 ҫулта Даймлер Штутгарти политехника институтӗнче вӗренме пуҫланӑ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывсенче пулса курнӑ: Францире, Англире тата Бельгире ӗҫленӗ.
1863 ҫулта Ройтлингенри «Брудерхауз» фабрикӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Фабрика турра юравлӑ ӗҫсен ҫурчӗ пулнӑ, кунта тӑлӑх ачасене, сусӑрсене тата чухӑнсене ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Даймлер кунта вунтӑхӑр ҫулти пултаруллӑ инженерпа, Вильгельм Майбахпа, паллашнӑ, вӑл вара унӑн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫлӗ юлташӗ пулса тӑнӑ.
1867 ҫулта Даймлер аптекарь хӗрне Эмма Кунца качча илнӗ.
Ӗҫӗ-хӗлӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1869 ҫулта Карлсуэ хулине куҫнӑ та Maschinenbau-Gesellschaft Karlsruhe AG савутра ӗҫлеме тытӑннӑ. Ултӑ уйӑхран унпа пӗрле Вильгельм Майбах та ӗҫлеме пуҫланӑ.
1872 ҫулта вӑл Кельнри шалти ҫуну двигателӗсене кӑларакан савутӑн техника директорӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ (савутӑн директорӗ тӑватӑ тактлӑ шалти ҫуну двигателе шутласа кӑлараканӗ Николаус Отто пулнӑ), Майбах тӗп конструктор вырӑнне йышӑннӑ.
1876 ҫулта Николаус тӑватӑ тактлӑ цикл шухӑшласа кӑларнӑ, 1877 ҫулта вара тӑватӑ тактлӑ шалти ҫуну двигателе патентленӗ. Ҫав вӑхӑталлах, Оттон, Даймерӑн тата Майбахӑн ӗҫӗсемпе усӑ курмасӑр Мангеймра ӗҫлекен Карл Бенц икӗ тактпа ӗҫлекен шалти ҫуну двигателе шутласа кӑларнӑ та 1879 ҫулта унӑн патентне илнӗ.
1880 ҫулта, шалти ҫуну двигателӗсен малашнехи аталану ҫулӗ пирки Оттопа тавлашнӑран, Даймлерпа Майбах Deutz-AG савута пӑрахса кайнӑ та уйрӑм пӗрлехи ӗҫ уҫнӑ. 1882 ҫулта вӗсем Штутгарта куҫнӑ, кунта Каннштатт ятлӑ вырӑнта ҫурт туяннӑ, ун ҫумӗнче лаборатори ӑсталаса лартнӑ.
Шӑпах Даймлерпа Майбах двигателе ӗҫлеттермелли топливо пек нефтьрен юхтарса кӑларнӑ пӗр-пӗр шӗвек пулмаллине палӑртнӑ. Ун чухне ҫакӑн пек виҫӗ шӗвек пулнӑ: сӗрмелли ҫу, краҫҫын тата бензин, тӗпрен илсен унпа тумтир тасатма усӑ курнӑ тата аптекӑра сутнӑ. Топливо пек хӑвӑрт хыпса илме пултаракан бензина суйласа илнӗ.
1885 ҫул вӗҫӗнче Даймлерпа Майбах хӑйсен пӗрремӗш двигательне туса хатӗрленӗ. 1885 ҫулта вӗсем ҫавӑн пекех карбюратор шухӑшласа кӑларнӑ. 1885 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Даймлер пӗрремӗш мотоцикла («Daimler Reitwagen») патентленӗ, пысӑках мар двигателе вӗсем йывӑҫран хатӗрленӗ кустӑрсемпе рама ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. 1885 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Пауль Даймлер, Готлиб Даймлер ывӑлӗ, Неккар юханшывӗ хӗррипе 3 ҫухрӑм кайнӑ, хӑвӑртлӑхӗ 12 ҫх/сех танлашнӑ.
1886 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Даймлерпа Майбах ҫурт патне кӳмеллӗ рессорлӑ урапа илсе пынӑ та кӳршисене вӑл Даймлер госпожа ҫуралнӑ кун ячӗпе парне пулӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫак карета ҫине Майбах 1,5 лаша вӑйӗллӗ двигатель вырнаҫтарнӑ, кустӑрмисене хӑюпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫапла вара лашасӑр чупакан (16 ҫх/сех хӑвӑртлӑхпа) тӑватӑ кустӑрмаллӑ пӗрремӗш урапа кун ҫути курнӑ.
1887 ҫулта Даймлерпа Майбах кимӗ валли те мотор хатӗрленӗ. Темиҫе ҫул хушши Даймлер фирмин тӗп продукцийӗ кимӗ двигателӗсем пулнӑ. 1888 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче тӳпене пӗрремӗш хут Даймлерӑн шалти ҫуну двигателӗпе ӗҫлекен сывлӑш шарӗ хӑпарнӑ. 1889 ҫулта Даймлерпа Майбах хӑйсен пӗрремӗш автомобильне тунӑ — вӑл лашасӑр ҫӳреме пултаракан карета евӗрлӗ пулнӑ. Ҫав машинӑна 1889 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Парижри куравра кӑтартнӑ. Вӑл ҫулхинех Даймлерӑн арӑмӗ, Эмма Кунц, вилнӗ.
1890 ҫулта Даймлер ҫӗр ҫинче, тӳпере тата тинӗсре усӑ курма юрӑхлӑ пысӑках мар хӑватлӑ двигательсем туса кӑларакан Daimler-Motoren-Gesellschaft (DMG) компанине йӗркеленӗ. Ҫак лозунг вара халь пурне те паллӑ виҫӗ юплӗ ҫӑлтӑрӑн (паянхи кун Mercedes-Benz компанин логотипӗ) никӗсне выртнӑ. 1890 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче DMG акционерлӑ пӗрлешӳ пулса тӑнӑ. 1891 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Майбах акционерсен пӗрлӗхӗн йышӗнчен тухнӑ та малалла уйрӑммӑн ӗҫлеме тытӑннӑ.
1892 ҫулта пӗрремӗш автомобиле сутнӑ. 1892-1893 ҫулхи хӗлле Даймлерӑн инфаркт пулнӑ, тухтӑр сӗннипе вӑл Италие кайнӑ. Флоренцире вӑл хӑйӗнчен ҫирӗм икӗ ҫул кӗҫӗнрех тӑлӑх арӑмпа Лина Харманнпа паллашнӑ. 1893 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑннӑ. 1893 ҫулта Даймлер DMG компанине пӑрахса кайнӑ, хӑйӗн вӑтӑр ҫул хушшинче пухӑннӑ мӗнпур патента арӑмне панӑ.
1894 ҫулта Майбах, Даймлер тата унӑн ывӑлӗ Пауль «Феникс» ятлӑ виҫҫӗмӗш двигатель ӑсталанӑ. 1894 ҫулта двигательпе «Даймлер» бренд лицензине акӑлчан предпринимателӗ Ф. Симмс туяннӑ. Малтан ку компани Англире DMG фирмӑн автомобилӗсене сутнӑ. Унтан хӑйсен конструкцийӗпе хатӗрленӗ автомобиле «Даймлер» ятпа кӑларма пуҫланӑ. Ҫапла вара «Даймлер» маркӑллӑ автомобильсем Британире тунӑ автомобильсем пулса тӑнӑ. 1950 ҫулччен Британи патшин кил-йышӗ валли автомобильсене «Даймлер» фирма ҫеҫ хатӗрленӗ. 1960 ҫулта «Даймлер» компани Jaguar компанипе пӗрлешнӗ.
1895 ҫулта DMG хӑйӗн пинӗмӗш двигательне тунӑ. 1899 ҫулта DMG фирма хӑйӗн пӗрремӗш «Мерседес» автомобиле кӑларнӑ, ку ят ӑна Эмиль Эллинек сутуҫӑ, дипломат тата автогонщик хӗрӗн ятӗнчен лекнӗ. Готтлиб Даймлер 1900 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Уфф-Кирххофа ҫӑвинче пытарнӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Erfinder Gottlieb Daimler // Geneological database Merkel-Zeller
- ^ 1 тата 2 Gottlieb Wilhelm Daimler // Brockhaus Enzyklopädie (нем.)
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Пушăн 17-мĕшĕнче çуралнисем
- 1834 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Пушăн 6-мĕшĕнче вилнисем
- 1900 çулта вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных отличаются
- Пайăр çынсем, алфавитпа