Грузин чĕлхи
| Грузин чĕлхи | |
|---|---|
| Тăван ячĕ: | ქართული ენა |
| Патшалăхсем: | Грузи, Раççей, Турци, Иран, Азербайджан, Эрмени, Греци |
| Официаллă статус: | |
| Классификаци | |
| Категори: | Картвел чĕлхисем |
| Картвел йышĕ | |
| Çырулăх: | грузин çырăвĕ |
| Чĕлхе кочĕсем | |
| ISO 639-1: | ka |
| ISO 639-2: | geo (B); kat (T) |
| ISO 639-3: | kat |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Грузи́н чĕлхи (ქართული ენა [kʰartʰuli ɛna]) — картвел ушкăнне кĕрекен чĕлхе, Грузин официаллă чĕлхи, грузинсен литература тата пĕрлехи чĕлхи.
Калаçакансен шучĕ Грузире 4 млн. çына çитет, темиçе çĕр пин — урăх çĕршывсенче, ытларах Раççейре, АПШ-че тата Турцире.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Совет тапхăрĕнче Грузи ССРӗнче çеç, конституци йӗркипе, грузи чĕлхи патшалăх шайĕнче шутланнă.
Грузин алфавитне IV ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче йĕркеленĕ, пулас.
367 — авалхи çырни («Тавăт стелли»)
V ĕмĕр – пĕрремĕш литература ĕçĕ — Шушаник сăваплă хĕрарăмăн пурнăçĕ (Цамебаи цминдиса шушаникиси, дедофлиса)[1], авторĕ Якоб Цуртавели. 864 — авалхи çыру «Мравалтави» 1629 — Римре пĕрремĕш хут грузин чĕлхипе çырнă. 1709 — грузин чĕлхипе Грузире пĕрремĕш кĕнеке («Витязь в тигровой шкуре») 1819 — пĕрремĕш грузин хаçачĕ —«Сакартвелос газети»
Диалектсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Грузин чĕлхинче темиçе диалект — имерети, картали, кахети, пшава, рача, аджар тата ыттисем.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лингвистический энциклопедический словарь, М. «Советская энциклопедия», 1990.
Сăмахсарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кавказскiй толмачъ (Переводчикъ съ русскаго на главнѣйшiе кавказскiе языки) / Составилъ А. В. Старчевскiй. — СПб.: Типографiя И. Н. Скороходова, 1891.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ("წამებაი წმინდისა შუშანიკისი, დედოფლისა" ავტორი: იაკობ ცურტაველი - грузинла.)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нико Чубинашвили вырăс-грузин сăмахсарĕ 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Грузигг чĕлхин Нико Чубинашвили вырăсла куçарса ăнлантарнă сăмахсарĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вырăс-грузин, нимĕç-грузин тата акăлчан-грузин сăмахсарĕсем 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
Картвел чĕлхисем |
|
|---|---|
| пракартвел † (прачĕлхе) | |
| Çурçĕр картвел | |
| Кăнтăр картвел | |
Грузин чĕлхи • ქართული ენა |
|
|---|---|
| Истори тата диалектсем | |
| Çыру | |
| Грамматика | |