Контент патне куҫ

Мегрел чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патшалăхсем: Грузи, Абхази
Статус: тăнăç мар
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Картвел çемйи
Кăнтăр картвел турачĕ
Зан ушкăнĕ
Çырулăх: грузин алфавичĕ
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: xmf
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Мегрел чĕлхи картти

Мегре́л чĕлхи (тăван ячĕ მარგალურ ნინა, margalur nina) —çурçĕр-анăç Гризири картвел çемйинчи мегрелсен чĕлхи. Калаçакан йышĕ — 650 пине яхăн çын.

Ят варианчĕсем: мингрел, ивер, эгер. Грузинла ячĕсем: მეგრული ენა (megruli ena), кивелнĕ odišuri, iveriuli ena. Абхазла агыршәа.

Ареал тата йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тахçанах Грузин 7 районĕнче Анăç (Зугдидире, Цаленджих, Хоба, Чхороцка, Мартвил, Сенака, Абаш) тата Поти хулинче, объединяемых в историческую область Мегрелия; çаплах Абхазин чикĕ çумĕнчи районĕсем (Гал тата Ткуарчали районĕн пайĕ, Очамчыра х.). Унсăр пуçне, мегрел чĕлхине епле те пулин пуплеме абхаз Очамчыра районĕн çитĕннĕ çулти çыннисем пĕлеççĕ. Мегрелин чи тухăçĕнче, Цхенисцкалипе Ногела (Абаш тата Мартвил районĕсен тухăçĕнче) юханшывĕсем хушшинче мегрел чĕлхи вырăнне XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпех грузин челхи улăштарать.

Абхазире, 2003 çулхи халăх çыравĕпе, 44 пин мегрелпе грузин (вĕсенчен чылайрахăшĕ мегрел чĕлхипе пуплет), çав шутра Гал районĕнче 28919 çын (пурнан халăхăн 99 %), Ткуарчали районĕнче — 8155 çын (55 %). Вăрçăччен вĕсен шучĕ питĕ нумайрах пулнă, тĕслĕхрен 1989 çулхи çыравпа 239.872 «грузин» (Абхазири пурнан халăхăн 45,7 %), вĕсенчен 2/3 пайĕ мегрел чĕлхипе калаçаççĕ.

Раççейре, 2002 çулхи çыравпа, мегрел чĕлхипе 2590 çын пупленĕ. Чăннипе, вĕсен шучĕ вуннă хут ытларах пулмалла, мĕншĕн тесен Абхазирен Раççее тарса килнисен ытларахăшĕ — мегрел тымарĕнчен.

Wikimedia Incubator
Wikimedia Incubator
  • Беридзе Ш. Мегрел (ивер) чĕлхи. Пуçламăшĕ тата материалсем. Тбилиси, 1920 (грузинла).
  • Гудава Т. Е. (хатĕрл.) Грузи халăх сăмахлăхĕ. Мегрел тексчĕсем. Поэзи. Тбилиси, 1975 (грузинла).
  • Жгенти С. М. Чан-мегрел чĕлхин фонетики. Тбилиси, 1953 (грузинла).
  • Кипшидзе И. Грамматика мингрельского (иверского) языка с хрестоматиею и словарем. // Материалы по яфетическому языкознанию. VII. СПб., 1914.
  • Климов Г. А. Мегрельский язык // Языки мира: кавказские языки. М., 2001.
  • Хубуа М. Мегрельские тексты. Тбилиси, 1937 (на груз. яз.).
  • Цагарели А. Мингрельские этюды. Вып. I. Мингрельские тексты с переводами и объяснениями. Вып. П. Опыт фонетики мингрельского языка. СПб., 1880.
  • Чикобава А. С. Текстлă чан (лаз) диалекчĕн грамматика анализĕ. Тбилиси, 1936 (грузинла).
  • Чикобава А. С. Чан-мегрел-грузинй танлаштару сăмахсарĕ. Тбилиси, 1938 (грузинла).
  • Kluge Th. Beiträge zur Mingrelischen Grrmmatik. Memnon (Zeitschrift für die Kunst- und Kultur-geschichte des Alten Orients). Т. VII, H. 1-2. 1913.
  • Laurence Broers (2004), Containing the Nation, Building the State — Coping with Nationalism, Minorities, and Conflict in Post-Soviet Georgia.