Дамаванд
Курӑнакан калӑплав
Дамаванд (перс. دماوند) — Эльбурс сăрт хырçинче вырнаçнă сӳнсе ларнă стратовулкан, сăрт. Иранăн Мазендеран провинцийĕнче вырнаçнă, патшалăхăн чи çӳллĕ вырăн шутланать (тинĕс шайĕнчен 5610 м çӳллĕшне çитет).
Дамаванд сăрчĕпе перссен чылай халапĕ çыхăннă.
Форми тăрăх сĕвек конус, сăрт хырçинчен 1,5 çх çӳллĕш хăпарса тăрать. Вулкан ытларах андезитлă лавăпа йĕркеленнĕ. Сăрт айăккисенче пăрлăхсем пур.
External Links
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Дамаванд Викиампарта? |