Перс чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перс чĕлхи
Патшалăхсем: Анăç фарси:
ИранFlag of Iran.svg Иран
ИракFlag of Iraq.svg Ирак
БахрейнFlag of Bahrain.svg Бахрейн
КувейтFlag of Kuwait.svg Кувейт
Дари:
АфганистанFlag of Afghanistan.svg Афганистан
ПакистанFlag of Pakistan.svg Пакистан
Таджик:
22x20px
Flag of Uzbekistan.svg Ӳспекстан

Диаспорăсем: АПШ, Аслă Британи, Германи, РФ, Израиль, Турци, Эрмени, Швеци, Инди, Азербайджан

Официаллă статус: ИранFlag of Iran.svg Иран
АфганистанFlag of Afghanistan.svg Афганистан (дари)
22x20px (таджик)
Йĕркелекен: Перс чĕлхипе литературин академийĕ
Рейтинг: тăван чĕлхе 22[1]
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Индоевропа çемьи
Иран турачĕ
Кăнтăр-анăç кĕçĕн группи
Çырулăх: арап-перс, кириллица (таджик алфавичĕ)
Чĕлхе кодĕсем
ГОСТ 7.75–97: пер 535
ISO 639-1: fa
ISO 639-2: per (B); fas (T)
ISO 639-3: fas, prs, pes, tgk
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фарси (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хĕрлĕ сăрăпа перс чĕлхи официаллă шутланакан патшалăхсене палăртнă

Перс чĕлхи (е фарси, زبان فارسی — zabân-e fârsi) — иран чĕлхисен шутне кĕрекен, вĕсен хушшинче чи анлă сарăлнă чĕлхе. Иранра официаллă чĕлхе шутланать.

Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.

Перс çырулăхĕпе усă кураççĕ, вăл арап çырулăхĕн никĕсĕпе тĕпленнĕ. Унта арап çырулăхĕнчи 28 саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.

Арап чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку вăл VII ĕмĕрте Иран çĕрне арапсем тытса илнĕ вăхăтпа çыхăннă.

Морфологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Перс чĕлхи флактивлă аналитикăллă.

Ятсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕлхере япала, паллă, хисеп ячĕсемпе местоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах аффикссен шучĕ нумай мар.

Япала ячĕсен падеж форми çук.

Чăваш чĕлхинчи пекех хисеп ячĕ пур чухне нумайлăх хисепне усă курмаççĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Lewis, M. Paul, Gary F. Simons, Charles D. Fennig: Statistical Summaries. Summary by language size. Language size (акăлч.). Ethnologue: Languages of the World. Dallas: SIL International (2017).