Дергунов Лазарь Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Дергунов Лазарь Васильевич - Социаллă Ӗç Паттăрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лазарь Васильевич 1907 çулта нарăсăн 7-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне кĕрекен (хальхи Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) Çĕнĕ Упири Кӳлĕ кассинче пурăнакан хресчен çемйинче çуралнă.[1].

Ӗçчен çамрăка халăх хисеплет: 1938 çулта Чапаев ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма шанать. Лазарь Васильевич шаннине тӳрре кăларать, колхоз кĕске вăхăтрах çитĕнӳсем тума пуçлать, анчах хаяр вăрçă пĕтĕм çутă ĕмĕтсене хупласа хурать. Çара юрăхлă ентешĕсемпе пĕрле Дергунов та тăшманпа çапăçма тухса каять, анчах Çĕнтерӳчченех алла пăшал тытса фашиста «ăшалайман» вăл, 1943 çулта аманнипе яла таврăнма тӳр килет. Ӗнерхи салтак тылра та тăшмана хирĕç кĕрешет – тăван колхоза ертсе пыма пуçлать, тивĕçлĕ канăва тухичченех Чапаев ячĕллĕ колхоз тилхепине алран ямасть.

Лазарь Дергунов партин ТАССР обкомĕн пайташĕ, ССКП-н XXI съезчĕн делегачĕ пулнă.

Чысĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]