Контент патне куҫ

Джеват уесĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джеват уесĕ
Центр Сальян
Йĕркеленĕ 1868
Лаптăк 10 116,9 çухрăм²
Пурăнан халăх 129 367[1]

Джеват уесĕ — Баку кĕпернин тата Азербайджан ССР йышĕнчи администрациллĕ виçе. Центр — (1916 çултанпа — хула) Салян. 1920 çулта Сальян уесĕ теме тытăннă.

Джеват уесне 1868 çулта Баку кĕперни йышĕнче йĕркеленĕ, Ленкорань, Шемаха тата Шуша уесĕсен территорине илсе туса хунă. 1920 çулта Джеват уесĕ Азербайджан ССР йышне кĕртнĕ те Сальян ята куçарнă.

1929 çулта пăрахăçланă.

Пурăнан халăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Брокгаузпа Ефрон энциклопеди сăмахсарĕпе килĕшӳллĕ, уесре 94,690 çын пурăннă, ытларах азербайджансем (ЭСБЕ — «тутарсем»)[2].

1897 çулта халăха çырнипе уесре 90 043 çын пурăннă, вĕсенчен 11 787 çын Сальянра[3]. Ун чухне 84 054 çын азербайджан (çырнă чухне «тутар» тенĕ) чĕлхине тăван тесе, 4 009 çын вырăс чĕлхине тăван тесе кăтартнă[4].

1926 çулта халăха çырнипе уесре 129 367 çын пурăннă.[1]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Джеват уесĕ // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.

Шаблон:Баку кĕперни