Джеймс Олдридж
Джеймс Олдридж | |
James Aldridge | |
Джеймс Олдридж (Берлин, 1987) | |
Çуралнă вăхăт: | утă, 10, 1918 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Суон-Хилл, Австрали |
Парнесем: |
John Llewellyn Rhys Prize (1945) Шаблон:Тĕнчери Ленин парни «Халăхсем хушшинчи туслăха тĕреклетни» |
Чыславсем: | |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Дже́ймс О́лдридж (акăл. James Aldridge; утă, 10 1918 çул, Суон-Хилл, Виктория штачĕ, Австрали çур.) — анкăлçыравçи тата пĕрлĕлĕх ĕçченĕ, Австрали çуралса ӳснĕсекер.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Австралире нумай ачаллă çемьере, пиллĕкĕмĕш ача пулнă. Амăшĕ ывăлне яланах чыса упрама, начарсене хӳтĕлеме, çутçанталăка юратма вĕрентсе ӳстернĕ.
Мельбурнри коммерци колледжĕнче вĕреннĕ. 1938 çулта Англие куçса кайнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче журналист тата вăрçă корреспонденчĕ пулса вăй хунă. 1940-мĕш çулсенче проза ĕçĕсене, тĕслĕхрен («Чыс ĕçĕ», 1942, вырăс. куç. 1947); «Тинĕс ăмăрткайăкĕ» (1944, вырăс. куç. 1945), «Нумай çын пирки» (1946), романсене, «Дипломат» (1949, вырăс. куç. 1952), «Сунарçă» (1950), «Пушхир горизончĕсен паттăрĕсем» (1954), «Не хочу, чтобы он умирал» (1957), «Последний изгнанник» (1961, рус. пер. 1963) новеллăсем, хайланă.
Çыравçă чылай хушă Каирта пурăннă, ăна вăл «Каир. Хула кун-çулĕ» (1969) халалланă.
Прозăçă Совет Союзĕпе лайăх хутшăннă, çавăнпа та, пулĕ, анăç енче сахал вулаççĕ. Олдриджăн ĕçĕсене пĕрмаях вырăсла куçарнă та Союзра пичетленĕ. 1973 çулта Совет Союзĕнче ăна «Халăхсем хушшинчи лăпкăлăха çирĕплетнĕшĕн» тĕнчери Ленин парнипе чысланă.
Унăн «Юлашки дюйм» калавĕ тăрăх Совет Союзĕнче пĕр ятлă фильм кăларнă.
Экран çине кăларнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1958 çулта Совет Союзĕнче Теодор Вульфович режиссёр Олдриджăн пĕр ятлă калавĕпе «Юлашки дюйм» фильма хайланă.
- 1975 çулта АПШ-ра Дон Чеффи режиссёр пĕр ятлă романĕпе «Тискер поние çăварăхла» (акăл. Ride a Wild Pony) фильма хайланă.
- 1990 çулта АПШ тата СССР пулăшăвĕпе çыравçăн пĕр ятлă калавĕ тăрăх Джон Берри режиссёр «Çĕр тыткăнĕнçи» (акăл. A Captive in the Land) фильма хайланă.
Хайлавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Of many men, L., 1946;
- fourty ninth state 1946; вырăсла — Сорок девятый штат, М., 1947;[1]
- The Diplomat, L., 1949;
- Gold and sand, L., 1960;
- The statesman’s game, L., 1966;
- Поединок идей, М.,1964;
- Шла великая война, «Иностранная литература», 1967, No 5.
- One Last Glimpse
- Mockery in arms, L.,1974; в рус.пер. — Горы и оружие, М., 1984;
- Дипломат — том I, М., 1976;
- Горы и оружие — том II, М., 1976.
- Последний дюйм.
Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Корнилова Е. В., Дж. Олдридж, М., 1957;
- Стуков О. В., Романы Дж. Олдриджа, М., 1961;
- Ивашева В. В., Английский роман последнего десятилетия (1950—1960), М., 1962;
- Балашов П. С., Дж. Олдридж, М., 1963.
Экран çине кăларнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джеймс Олдридж в библиотеке Альдебаран 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.