Джеймс Джойс
Джеймс Джойс | |
Çуралнă вăхăт: | 1882, нарăс, 2 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Ратгарт, Дублин, Ирланди |
Вилнĕ вăхăт: | 1941, Кăрлач, 13 |
Вилнĕ вырăн: | Цюрих, Швейцари |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, сăвăç, вĕрентӳçĕ, журналист |
Жанр: | проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | акăлчăн |
Джеймс Августин Алоизиус Джойс (акăл. James Augustine Aloysius Joyce; нарăсăн 2-мĕшĕ, 1882 — кăрлачăн 13-мĕшĕ, 1941) — ирланд çыравçи тата сăвăçи, модернизм юхăмĕн элчи.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джеймс Джойс кăнтăр Дублинăн Ратгарт енĕнче, Джон Станислас Джойспа Мэри Джейн Марри пысăк кил-йышĕнче çуралнă. Ĕçĕсене япăх ертсе пынă пирки унăн ашшĕ чухăна тухма пуçланă, унăн темиçе хут та тĕрлĕ ĕç улăштарма тивнĕ. Çапла пулин те Джеймсăн лайăх пĕлÿ илме май пулнă, анчах та çамрăк çулсен пур-çук мелсĕр пурнăç унăн асилĕвĕсенче яланлăхах юлнă, çавна май унăн хайлавĕсенче те тĕкĕр çинчи пек курăннă. Джойс хăй час-часах пурнăçĕпе хăйĕн романĕсен «Ӳкерçĕн çамрăклăхри сăнарĕ» тата «Улисс» персонажĕпе, Стивен Дедалпа танлаштару ирттернĕ.
6 çул тултарсан Джойс Клейнти иезуитсен Клонгоуз Вудс колледжне, унтан,1893-мĕш çулта — Дублинти Бельведер колледжне вĕренме кĕнĕ, унтан 1897-мĕш çулта вĕренсе тухнă. Тепĕр çултан Джеймс Университет колледжĕ тенĕ Дублин университетне вĕренме кĕнĕ, ăна вăл 1902-мĕш çулта пĕтернĕ.
1900-мĕш çулта Дублинти «Иккĕ эрнери сăнав» хаçатра Джеймс Джойсăн пĕрремĕш хайлавĕ — Ибсенăн пьеси «Хăçан эпир, вилнисем, вăранатпăр» çинчен эссе тухнă. Çав вăхăтрах Джойс лирикаллă сăвăсем çырма пуçланă. 1916-мĕш çултан Джейн Хиппа Маргарет Андерсон никĕсленĕ илемлĕ сăмахлăх «Литтл Ревью» американ журналĕнче пичетленнĕ.
20 çулта Джойс Париса каять. Кунта вăл, укçа-тенкĕ çитмен пирки, тахçан ашшĕ пекех час-часах ĕç улăштарать. Вăл журналист, вĕрентекен тата ытти те пулса ĕçлет. Францире пурăнни пĕр çул иртсен, Джойс, амăшĕ йывăр чирлесе ӳкнĕ хыпар илсен, Ирландине таврăннă. 1904-мĕш çулта амăшĕ çĕре кĕрсен Джойс каллех тăван çĕршывран тухса кайса Триестре вырнаçнă, ку хутĕнче хăна çуртĕнчи пÿлĕмĕсенче ĕçлекен Нора Барнаклпа пĕрле, тепĕр 27 çултан вĕсем мăшăрланнă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Джойс арăмĕпе Цюрихе куçнă, унта вăл «Ӳкерçĕн çамрăклăхри сăнарĕ», каярах «Улисс» романсен малтанхи пайĕсене çырма пуçланă. Европа тăрăх çул çÿренĕ май Джойс сăвăсем çырнă.
Хăшпĕр çыравĕсем имажизм пухăмĕсенче пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл «Улисс» романа малалла çырса тăсать, ку ĕç пĕрремĕш хут çыравçăн тăван çĕршывĕнче мар (унта 1933-мĕш çулта çех тухнă), Франциире çутă курнă. Ку Джойсан чи паллă хайлавĕ, кунта çыравçă 600 страница çинче (1904-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ) Дублин еврейĕ Леопольд Блумăн пĕр кунĕ çинчен каласа парать. Джойс каласа панипе, ку кĕнеке тăрăх «енчен те Дублин ăнсăртран ишĕлнĕ пулсан те ăна çĕнĕрен туса лартма пулĕччĕ». Çĕртме уйăхĕн 16-мĕш кунне Джойса чыслакансем пĕтĕм тĕнчере Блум кунĕ, Блумсдэй (Bloomsday) тесе палăртаççĕ.
Парисре Джеймс Джойс хăйĕн юлашки анлă хайлавне, — 1939-мĕш çулта тĕнче курнă «Финнеганa асăнни» роман çырма пуçланă. Ку кăсăк экспериментлă роман, апла пулсан, вулакансем ăна хапăлласа йышăнман, çак таранччен те вăл «тишкерÿçĕ-ăсчахсен кĕнеки» пулса юлать.
Нимĕç çарĕсем Францине çĕнтерсе илсе çĕрĕсене йышăнсан Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçламăшĕнче Джойс Цюрихе таврăннă. Вăл глаукома чирĕпе питех те аптранă. Унăн сывлăхĕ хавшасах пынă. Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче ăна шăтса çĕрни пирки операци тунă. 1941-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Джойс ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Витĕмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джойс тĕнче культурине пĕлтерĕшлĕ вăйлă витĕм хунă. Паянхи кун та вăл акăлчан чĕлхи проза çыравçисене анлăрах вулакан пĕррисенчен шутне кĕрет. 1998-мĕш çулта Modern Library издательствон «Çĕнĕрен те çĕнĕ библиотекан 100 чи лайăх романĕсем» шутне Джеймс Джойсăн пур виççĕ романĕ те чи лайăххисен шутне кĕнĕ: «Улисс» (шутри 1-мĕш вырăн), «Ӳкерçĕн яшлахри портречĕ» (3-мĕш вырăн) тата «Финнеганa асăнни» (77-мĕш вырăн).
2008-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мускаври Патшалăх ют-çĕршыв çыравлăхĕ библиотеки пахчинче Джеймс Джойс палăкне уçнă. Палăкне Михаил Яковлев скульптор кӳлепленĕ.
Джойс сĕмĕ çыравлăх чикисенчен те тухса каять. «Финнеганa асăнни» романтан илнĕ кăшкăру «Three Quarks for Muster Mark» («Мастер [Мюстера] Марк валли виççĕ кварк!» тесе куçарăнать) 1963-мĕш çулта Мюррей Гелл-Манн сĕннĕ физика терминĕ кварк валли çăлкуçĕ шутланать.
Джойсăн пултарулăхĕ Сэмюэль Беккет, Хорхе Луис Борхес, Фланн О’Брайен, Салман Рушди, Роберт Антон Уилсон, Джон Хойер Апдайкпа Джозеф Кэмпбелл хайлавĕсене вăйлă витĕм хунă.
Хăшпĕр тишкерÿçĕсен, сăмахран Владимир Набоковăн, Джойс ĕçĕсем тĕрлĕрен туйăмĕсене вăратаççĕ, пĕрисене мухтама теприсене хурлама хистеççĕ, Набоков шучĕпе «Улисс» — чаплă, «Финнеганa асăнни» — чăтма çук япăх.
1980-мĕш çулсенчен 2012-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшчен, Джойс хайлавĕсем халăх пурлăхĕ пулса тăрсан, Джойс еткерне унăн мăнукĕ тытса пынă.
Пĕлме кăсăклă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932-мĕш çулта Мускаври «Халăхсен Революциллĕ Çыравçăсен Ушкăнĕ» Джойс патне: «Октябрьти Революци Сирĕн çине мĕнле витĕм хунă, тата пĕлтерĕшĕ Сирĕн литературной ĕç валли?» ыйтуллă анкета янă. Çырăвĕ çине Ушкăн секретарĕ Романова ал пуснă пулнă. Джойс хăйĕн секретарĕ иртнинче Шурă гвардире пулнă Пол (Павел Леопольдович) Леон урлă çапла хуравланă:
«Ырă хуçасем, мистер Джойс мана ăна чысланăшăн сире тав тума ыйтать, унран вăл кăсăкланса Раççейре 1917-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче революци пулса иртнине пĕлчĕ. Çывăхрах пăхсан, çавах, ăнкарчĕ, Октябрьти Революци çав çулхи чÿк уйăхĕнче пулса иртнине курчĕ. Халлĕхе пуçтарнă пĕлÿсенчен, пулса-иртнине хаклама ăна йывăр, вăл ăна палăртасшăнччĕ, анчах та, сирĕн секретарь ал пусни тăрăх, улшăнусем, курасла, çавтериех пысăк мар».
Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Эпифании» (Epiphanies) 1901—1903
- «Камерная музыка» (Chamber Music) 1902—1906
- «Ÿнерçĕ сăнарĕ» (A Portret of the Artist) 1904, 7-мĕш кăрлач
- «Сăваплă кантур» (The Holy Office) 1904
- «Дублин çыннисем» (Dubliners) 1904—1914
- «Газ çунтарçăран» (Gas From A Burner) 1912, авăн
- «Джакомо Джойс» (Giacomo Joyce) 1911—1914
- «Герой Стивен» (Stephen Hero)
- «Çамрăклăхри ÿнерçĕ сăнарĕ» (A Portrait Of The Artist As A Young Man) 1907—1914
- «Ирĕксĕр тухса кайнисем» (Exiles) 1914—1915
- «Улисс» (Ulysses)1914 — 1921
- «Сăвăсем, кашнин хакĕ пенни» (Pomes Pennyeach) 1927
- «Ку, ача» (Ecce Puer) 1932
- «Финнеганa асăнни» (Finnegans Wake) 1922—1939
Вырăсла тухнă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джойс, Д. Улисс. Роман / Пер. с англ. В. Хинкиса, С. Хоружего; коммент. С. Хоружего. — М.: Республика, 1993. — 671 с. ISBN 5-250-02181-6
- Джойс, Д. Портрет художника в юности. Роман / Пер. с англ. Журнал «Иностранная литература». Москва. 70-е годы.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Burgess, Anthony, Here Comes Everybody: An Introduction to James Joyce for the Ordinary Reader, Faber & Faber (1965); (published in America as Re Joyce) ASIN B000KW9R3Y; Hamlyn Paperbacks; Rev. ed edition (1982). ISBN 0-600-20673-4.
- Burgess, Anthony, Joysprick: An Introduction to the Language of James Joyce (1973), Harcourt (March 1975). ISBN 0-15-646561-2.
- Clark, Hilary, The Fictional Encyclopaedia: Joyce, Pound, Sollers. Taylor & Francis, 1990.
- Ellmann, Richard, James Joyce, Oxford University Press, New York 1959, 1982. ISBN 0-19-281465-6. Often praised as the finest biography of the 20th century.
- Levin, Harry (ed. with introduction and notes). The Essential James Joyce. Cape, 1948. Revised edition Penguin in association with Jonathan Cape, 1963.
- Levin, Harry, James Joyce. Norfolk, CT: New Directions, 1941 (1960).
- Quillian, William H. Hamlet and the new poetic: James Joyce and T. S. Eliot. Ann Arbor, MI: UMI Research Press, 1983.
- Read, Forrest. Pound/Joyce: The Letters of Ezra Pound to James Joyce, with Pound’s Essays on Joyce. New Directions, 1967.
- Special issue on James Joyce, In-between: Essays & Studies in Literary Criticism, Vol. 12, 2003. [Articles]
- Irish Writers on Writing featuring James Joyce. Edited by Eavan Boland (Trinity University Press, 2007).
- A Bash In The Tunnel (Brighton: Clifton Books 1970), edited by John Ryan, essays on James Joyce by Irish writers, namely Patrick Kavanagh, Flann O’Brien (Brian O’Nolan), Samuel Beckett, Ulick O'Connor & Edna O’Brien; expanded from:Envoy, April 1951, Vol. 5, No. 17.
- Кубатиев Алан. Джойс. — М.: Молодая гвардия, 2011. — 479 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Джеймс Джойс Викиампарта? |
- Русскоязычный сайт о Джеймсе Джойсе: биография, работы, цитаты, ссылки
- The James Joyce Centre
- Джеймс Джойс Максим Мошков вулавăшĕнче
- Джеймс Джойс. уэйк финнеганов
- «Поминки по Финнегану»: апология перевода
- Джойс, Джеймс «Циклоп. Глава из „Улисса“ в переводе Исраэля Шамира»
- голос Джойса: Джеймс Джойс читает отрывок из «Поминок по Финнегану»
- Анри Волохонский читает собственные переводы Джойса под аккомпанемент Леонида Федорова и Владимира Волкова
- Джеймс Джойс — Швейцари истори сăмахсарĕнчи статья (ним.)(фр.)(итал.)
Джеймс Джойс |
|
---|---|
Романсем | |
Калавсем |
Дублинсем (Аппăшĕпе йăмăкĕ • Тĕлпулу • Аравия • Эвелин • Ăмăртса чупнă хыççăн • Иккĕ рыцăрь • Пансион • Пĕчĕк пĕлĕт • Личины • Çĕр • Инкек • Плющ кунĕ • Анне • Турă ырлăхĕ • Вилнисем) |
Пьеса | |
Поэзи |
Джеймс Джойсăн «Улисс» романĕ |
|
---|---|
Персонажсем | |
Вырăнсем | |
Анализ | |
Адаптацисем |
«Блум» (фильм, 2003) • «Улисс» (фильм, 1967) • «Улисс» (радиолартăм, 1982) • «Улисс çĕрлехи хулара» (пьеса, 1958) |