Диалектизм
Курӑнакан калӑплав
Диалектизм, — вырăнти калаçу сăмахĕ. Диалектизмсемпе уйрăм ял е темиçе ял калаçăвĕнче, темиçе вырăнти калаçура, диалектра усă кураççĕ, урăхла каласан вĕсен географийĕ пĕчĕк те, анлă та пулма пултарать. Диалектизм — литература чĕлхин тулашĕнче тăракан сăмах. Литература чĕлхинче диалектизм вырăнне урăх сăмах çӳрет (маçак — лит. асатте, моркка — лит. кишĕр, мăн хăяр — лит. кавăн).
Тĕрлĕ уйрăмлăхсене шута илсен диалектизмсене тăватă ушкăна уйăраççĕ:
- лексика диалектизмĕ — паранкă (çĕр улми), апи (анне), алай (çапла), сала кайăк (çерçи);
- фонетика диалектизмĕ — орам (урам), тоттăр (тутăр), вурăс (вырăс), шулчă (çулçă), ста (ăçта);
- грамматика диалектизмĕ — çынсам (çынсем), хусамăр (хăвăр), эсĕр кулаттăр (эсир кулатăр);
- вырăнти калаçусенче литература чĕлхинчи сăмахсем пачах урăх, хирĕçле пĕлтерĕшпе çӳрени тĕл пулать. Тĕслĕхрен, чĕпĕ сăмах «чăх» пĕлтерĕшлĕ, нихçан — «ялан» пĕлтерĕшлĕ. Ун пек тĕслĕхсене семантика диалектизмĕ теççĕ.
Вырăнти калаçу сăмахĕсене илемлĕ сăмах ăстисем майĕпен литература чĕлхине кĕртсе пыраççĕ, çавна май чăваш литература чĕлхи лексика тĕлĕшĕнчен пуянланса пырать. диалектизмсемпе П. Хусанкай, Хв. Уяр, Илпек Микулайĕ, А. Артемьев, М. Ухсай уйрăмах вырăнлă усă курнине палăртмалла.