Дмитриева-Солонтаи Юдит
Юдит Дмитриева-Солонтаи — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Венгри Республикин тĕп хулинче Будапештра 1953 çулхи юпан 6-мĕшĕнче çуралнă.
1972 çулта Эгерти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Хо Ши Мин ячĕллĕ Эгер педагогика институтне венгр чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхи факультетне веренме кĕнĕ.
1974—1975 çç. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă.
1975 çулта Венгрири А Йожеф ячĕллĕ Сегед университечĕн вырăс чĕлхипе алтаистика факультетне куçнă.
1978—1979 çулсенче Хусан университетĕнче стажировкăра пулнă. Çав çулах вырăс чĕлхи вĕрентӳçи, 1979 çулта тĕрĕк чĕлхеçи дипломне алла илнĕ.
1979 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР Министăрсен Канашĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх тĕпчев институтĕнче ĕçлеме пуçланă.
1996 çулта "Опыт сравнительно-исторического и ареально-типологического изучения флористической лексики чувашского языка (Названия высших растений)" темăпа джиссертаци хӳтелесе филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне тивĕçнĕ.
2003 çултанпа Хантă-Манси университетенче вĕрентӳçĕре ĕçлет.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чувашские народные названия дикорастущих расстений (Сравнительно-исторический и ареальный аспект).
- HUNGARO-TSCHUVASCHICA: Аннот. библиограф. указ. исследований венгерских учёных XIX-XX вв./Ю. Дмитриева, К. Адягаши; Ред. А.П. Хузангай, В. А. Прохорова;ЧГИГН, Шупашкар, 2001.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006.