Карай Николай Дмитриевич
Карай Николай Дмитриевич (чăн хушамачĕ Дмитриев), — сăвăç. 1942 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче çуралнă.
Сăмах ăсти ачасем тата çитĕннисем валли çырнă сăвă-калавшăн, тăван литературăна, культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре палăрнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш патшалăх университетне вĕренсе тухнă, Красноармейскиĕнчи район хаçатĕнче ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра Томск облаçĕнче пурăнать. Вĕрентекен пулса ĕçленĕ хыççăн халĕ тивĕçлĕ канура.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николай Карай саввисемпе Ю. Кудаков, И. Степанов, З. Петрова композиторсем юрăсем хывнă: «Ах, аннесем, анне», «Ман çĕршыв», «Хурăнсем», «Юрату сăмсахĕ», «Ăшă çумăр», «Чечек çыххи», «Савнă тăван». Вĕсем халăхра анлă сарăлнă.
Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем: