Дороти Дэй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дороти. 1934 çул.

Дороти Дэй (1897 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕ — 1980 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕ) — американ журналисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ, Католици ĕçтешĕсен юхăмĕн йĕркелевçи, диструбутизм философине (католици экономика теорин) тытса пыраканĕ. 1930-мĕш çулсенче вăл ĕçтешсен çеç мар, пацифистсен тата вăрçăна хирĕçле юхăма хутшăннă (çав шутра Турăна ĕненекен католиксене Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çар хĕсметĕнчен пăрăнма хистенĕ). Хăйне вăл анархист тесе каланă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Протестант çемьинче çуралнă, унсăр пуçне ашшĕпе амăшĕн виççĕ ывăлпа тепĕр хĕр пулнă. Çамрăклах йеркĕшрен хырăмлă юлнă, анчах та лешĕ ыйтнипе ачана пăрахнă. Каярахпа кĕнеке кăларакан пуян çынна качча тухнă, кĕçех уйрăлнă, тепĕртакран тепре качча кайса хĕре çуратнă.

1914-1916 çулсенче вăл Иллинойс университетĕнче пĕлӳ илнĕ, Маркс тата урăх социаллă авторсен ĕçĕсемпе паллашнă, каярах Социаллă партие кĕнĕ. 1916 çултанпа, Çĕнĕ Йорка таврăнсан, 1918 çулченех, хаçатсенче журналист ĕçĕпе аппаланнă, кайран иккĕ çул хушши медаппа пулса ĕçленĕ, хыççăн журналистикăна таврăнса Чикагăра тата Çĕнĕ Орлеанра ĕçленĕ. 1927 çулта католици тĕнне куçнă, çакна пула çемьепе хутшăнма пăрахнă.


Паянкуна Католици чиркĕвĕ ăна канонлас е беатификаци тăвас пирки йышăнман, анчах та вилнĕ хыççăн ăна Турă тарçи статус панă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • William Miller (1982) Dorothy Day: A Biography.
  • Rosalie G. Riegle [Troester] (2003) Dorothy Day: Portraits by Those Who Knew Her. Orbis Books.
  • Nancy L. Roberts (1984) Dorothy Day and the Catholic Worker. SUNY Press.
  • Sheila Webb, "Dorothy Day and the Early Years of the Catholic Worker: Social Action through the Pages of the Press," U.S. Catholic Historian, vol. 21, no. 3 (Summer 2003), pp. 71–88.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]