Контент патне куҫ

Турă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Турăтĕнчене туса хунă, япаласен, чĕрĕ чун-чĕмсен, çынсен кулленхи пурнăçне, виçине, паллăртăвне тата йĕркисене (саккунне) йĕркелесе пыракан тĕнри чи Çӳллĕшлĕх.

Çавăн пекех Турра чăваш чĕлхинче Çÿлхуçа теме пулать (Библин куçаруçисенчен пĕри Ева Лисина сĕннĕ).

Малтан ăнлантарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чылай тĕнĕн вĕрентĕвĕнче — сăнлă-питлĕ пулу (христианлăхра виçĕ сăн-питре пĕрлĕ, Троица), анчах та хăш-пĕр тĕн вĕрентĕвĕсенче (имперсоналисăм) Турăн сăнĕ çук. Турăн кĕрет пахалăхĕсем тĕрлĕ тĕнре уйрăлса тăраççĕ.

Турă(сем) çинчен этеплĕ-историллĕ хормăласа кăтартнă курăмĕ — тĕнĕн чи тĕп ăнланăвĕ. Тĕнчене çакăн пек е урăхла тĕн евĕрлĕ пăхакан çынсене çак е урăх тĕне ĕненекен е çак е урăх тĕне тытса пыракансем теççĕ.

Турăн нумайлăх курăмĕ политеос шутланать. Çакăн чух Турă — çутçанталăк çӳллĕшĕн хăватлă нумай пулăвĕсен кирек епли (кун чухне «Турă» сăмаха пĕчĕкрен çыраççĕ).

Политеос тĕнĕсем уйрăмах пирĕн тĕнчен малтанхи аталану тапхăрĕнче сарăлнă пулнă (халăх тĕнĕ), тĕслĕхрен Авалхи Греципе Авалхи Римра. Кунсăр пуçне, Славян халаплăхĕ политеослă шутланать. Паянкунхи тĕнчери политеос тĕнĕ — инди тенĕ.

Пĕрлĕхлĕ пуртивĕçлĕ йĕри-таврари пурхăватлă Турăна (палăрту сăмахне пысăк паллăпа çыраççĕ) монотеос теççĕ. Христос тĕнĕ, ислам тата иуда тĕнĕ — монотеос тĕнĕсем. Турă çинчен çак тĕн вĕрентĕвĕсем, яланхиллех, Турăран тухса килекен Таса çырусен ăнлантарăвĕсемпе уçса параççĕ.

Пĕр турăллă (монотеос) тĕнĕнче Турă — тĕп кĕлетке, пурхăватлă çӳллĕ сăнлăх, тăвакан, тĕнчепе Çĕр çинчи пур чĕрĕлĕхе туса хураканĕ. Çӳллĕх концепцине пурнăçра кăтартса, вăл ĕмĕрлĕхлĕ, вилĕмсĕр, йĕри-тавраллă, пурпĕлӳллĕ тата ытти те. Вăл çӳллĕхлĕ ырлăх тата юрату. Турă — хăй евĕр пурнăçлă, ĕмĕрлĕхлĕ тата ăнланса пĕтерейми пурнăçлă.

Çаплах Турă ăнланăвĕсĕр тĕнсем те пур (будда тĕнĕ тата джайн тĕнĕ.

Турăн ячĕсем, атрибучĕсем тата ыйту тупсăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Турă ячĕсем — Турăн ыйту тупсăмĕпе уйрăм атрибучĕсене тĕнче чĕлхисенче кăтартни.

Демиург — Турă, Тăвакан, Атте

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи Греципе Рим тĕнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи грексен тĕнĕ — нумай турăлăх, вĕсен пантеонĕнче çутçанталăкпа тӳпери çутăлăхсемпе çыхăннă темиçе çĕр турă.

Славянсен халăх тĕнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Славянсен халăх йăли-йĕркине турăсен анлă пантеонĕ кĕнĕ, хăшĕсем индоевропа тымарĕнчен тухнăскерсем. Бог (Турă) термин пурславянлă шутланать пулин те, праславян тапхăрĕнче иран чĕлхисенчен туяннă (bhaga). Латтин чĕлхинчи deus, грек чĕлхинчи theos, авести daevo 'демон' славян чĕлхисенче Див сăмахпа сыхланса юлать (ăна Игорь çарĕ çинчен кăссайра тупма пулать). Турăсен шучĕ паллă мар, пĕр турăн темиçе ят та пулма пултарать. Дажбог тата Перун — славян туррисен чи аслисем.

Турă çинчен каласа кăтартакан урăх ĕненӳсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи хăш тĕнре (сартăшпа синтонра) нумай турра ĕненеççĕ. Ăслăлăх Çут тĕнчене материал енчен тĕпчет пулсан, турă ĕненĕвĕ Çут тĕнчен чун-чĕмлĕхне тĕпчет.

Вăтасенче 33 турă, пĕр çĕрте вара 3399 турă çинчен калани те пур. Турăсем çĕр çинчисем, тӳперисем тата хушшинчисем пулаççĕ.

Христианлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Православи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Католицилĕх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Протестантлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аллах, арапла Турă, хăй евĕр уйрăм термин, вăл арсăр, нумайлăхсăр. Çак палăрту ислам концепципе Турă пĕрлĕ пулнине, вăл хăй тунă япаласенчен уйрăмлине кăтартать. Мăсăльманшăн Аллах пур тĕнчесен Пурхăватлă Тăваканĕ тата Пуртытаканĕ пулса тăрать, вăл нимĕнпе те пĕр пек мар, унпа нимĕн те унпа танлашайма пултараймасть.

Тăвакана йышăнманни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атеос, материалисăм

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атеисăмре пĕр курăмĕпе, тĕнĕн малтанхи тапхăрĕнче (аними, тотем, фетиш) пĕрлĕ Турă ăнланăвĕ пулман. «Турă» ăнлану çын чун-чĕмĕнче çутçанталăкăн вăйĕсенчен хăранипе çуралать, çавăнпа та «Турă» — тĕнче чăнлăхне субьективлă ăнлантарса паракан ыйту тупсăмĕ. Анлă сарăлнă материаллă теорипе,турăна Икĕпат жрецĕсем халăха шикре, тĕнчене пăхăнлăхра тытса тăрас тĕллевпе шутласа кăларнă. Вăхăт иртнĕ çем «турă» палăртăвăн авалхи ăнланăвĕ этемлĕхĕн кулленхи пурнăçĕнче хӳхсех пырать, унăн паллăхĕ улшăнса пырать, малашнелле, тен, вăл ăслăлăх çулĕпе те çывăхланса кайĕ.

Урăх пĕлтерĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Турă тĕнче аталанăвĕн вĕçленĕвĕ пулать («Омега пăнчă»).

Трансгуманистсен енчен, ăслăлăх-техникăллă прогреса пула кашни çын пуласлăхра Турăн чылай атрибучĕсемлĕ постчеловек пулса тăма пултарать.

Чун-чĕмлĕх пуçламăшĕсен виçпĕрлĕхлĕхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чун-чĕмлĕхĕн виçпĕрлĕхлĕхĕ Инди тĕнĕн виçĕ гунĕнче палăрать: раджас, тамас тата саттва.

Икĕ хирĕçле те уйрăлмалла мар вăйсем — хастаррипе (раджас) сӳрĕк (тамас) пуçламăшсем, вăй-хăвачĕ хастарринчен тухса сӳрĕккине кĕрсе хевтеллĕ пассивлă пуçламăш, саттва вара — виççĕмĕш, нейтраллă пуçламăш, ăна ăслăх тесе кăтартаççĕ.

Хăш чухне Турă сăмахпа пурнăç — ирĕклĕх — юрату палăртусене кăтартаççĕ.

Çĕр çинчи кашни çын виçĕпĕрлĕ (кĕлетке-ăстăн-чун) Турăн Çĕр çинчи пулăмĕн хăй евĕр уйрăмлă пайĕ, унăн хăй кам пулнине, кам пулас килессине тăвакан виçĕ хатĕрпе: Шухăш — Сăмах — Ӗç-пуç ирĕклĕ суйлама пултарать.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]