Дукат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Малтанхти дукатсен аверсĕ
Малтанхи дукатсен реверсĕ

Дука́т (итал. ducatoducato, лат. ducātus — герцоглăх сăмахран) — нумай европа патшалахĕсен елĕкхи укçи. Чи малтан 1284-мĕш çулта Венеци республикинче  флоренци флоринсене пăхса кăларнă. Ку укçăн феноменĕ - нумай ĕмĕр хушшинче укçана пăсман. 700  çул хушши дукатсене малтанхи виçĕпех кăларнă:  3,5 грамм  980-мĕш пробăллă ылтăнран. 986-мĕш пробăлла шаранчăк дукат ылтанĕ ятне илнĕ.

Дукат анлă сарăлсан хăшпĕр патшалăхсенче дукат хаклă пысăк кĕмел укçа кăларма тытăннă. Вĕсем хушшинче XVI—XVIII ĕмĕрти голланди  дукатонĕсем  тата итали дукатонесем. Хăшпĕр нумизматика çăлкуçĕсенче ячĕ пĕр пекрех пулнăран дукатсем хушшине сицили дукалене кĕртеççĕ.

Раççĕйри чи малтанхи ылтăн укçасем Венгри дукачĕсем евĕр пулнă, çавăнпа  «угор дукачĕсем» ята илнĕ. Аслă Петĕр малтанхи червонецĕсем дукат виçипех пулнă. 1735—1867 -мĕш çулсенче  Санкт-Петербург монета картишĕнче нумай тиражпа кăларнă  голланди дукачсен кописем анлă саралса паллă пулнă,